Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
15 Нарӑсӑн 2022, 12:13

Стерлитамакра суя теракт çинчен пĕлтернĕ арçынна 5 çул тĕрме кĕтет

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Стерлитамакра суя теракт çинчен пĕлтернĕ арçынна 5 çул тĕрме кĕтет
Стерлитамакра суя теракт çинчен пĕлтернĕ арçынна 5 çул тĕрме кĕтет

Уголовлӑ шыравпа ФСБ ӗҫченӗсем полицие ятне пĕлтермесĕр шӑнкӑравланӑ та Коммунистсен урамӗнчи ҫуртра хӑрушӑ объект пур тесе пӗлтернӗ арҫын кам пулнине палăртнă.

Ҫакӑн ҫинчен ҫийӗнчех мерăсем йышăннă: ӗҫ пулса иртнӗ вырӑнта следстви-оперативлӑ ушкӑн, полици кинологӗсем служба йыттисемпе пӗрле ӗҫленĕ. Пӳлӗмсене тӗплӗн пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн полицейскисем нимӗнле хӑрушлӑх та асӑрхаман.

Ҫав кунах каҫпала уголовлă шыравӗпе ФСБ ӗҫченӗсем суя хыпар авторне тупнӑ та ӑна полицие илсе пынӑ. Пӗлтерӳ пуҫараканĕ Стерлитамак хулинче пурӑнакан 36 ҫулхи ҫын пулнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, арҫын ҫав урамра вырнаçнă организацие ыйтупа панӑ, анчах та хуравӗпе кӑмӑлсӑр пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл полицие пӗлтернӗ те: ҫуртра хӑрушӑ объект пур имӗш.

Халӗ усал шухӑшлӑ ҫын тĕлĕшпе «Заведoмо ложное соoбщение об акте терроризма» статьяпа уголовлă ӗҫе тишкереҫҫӗ. Арҫынна пилӗк çула яхăн ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑварма пултараҫҫӗ.

ПР МВД пресс-службин информацийĕпе.  

Стерлитамакра суя теракт çинчен пĕлтернĕ арçынна 5 çул тĕрме кĕтет
Стерлитамакра суя теракт çинчен пĕлтернĕ арçынна 5 çул тĕрме кĕтет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: