Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
24 Августӑн 2022, 16:03

Квест-вӑйӑ "Эпир террора хирӗҫ"

Вӑйӑ вӑхӑтӗнче ачасем хӑвӑрт та йӗркеллӗ ӗҫлеме, хӑраса ӳкмессе вӗреннӗ.

Квест-вӑйӑ "Эпир террора хирӗҫ"
Квест-вӑйӑ "Эпир террора хирӗҫ"

Пăслăкри нумай функциллӗ библиотекӑра "Эпир террора хирӗҫ" темӑпа квест-вăйă иртнĕ.
Ҫак мероприятире ҫамрӑк вулакансем "терроризм", "террористсем", "экстремизм" терминсемпе, унтан хӑҫан тата мĕнле вĕсем килсе тухнипе паллашнă. Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем Беслан ҫинчен тата кайран мӗн пулни ҫинчен калакан фильм пӑхнă.
Фильм хыҫҫӑн ачасем квест-вӑййа хутшӑннă. Вӗсем "Пӗрремӗш пулӑшу", "Тӗрӗс ту", "Пӗрле кăна, туслӑ кăна!" тата "Теракт хӑратнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисем" станцисене ҫитсе курнă. Кашни тапхӑрта хутшӑнакансем ыйтусене хуравланă, заданисем пурнӑҫланӑ. Тӗрӗс хуравсемшӗн баллсем илнӗ.
Вӑйӑ вӑхӑтӗнче ачасем хӑвӑрт та йӗркеллӗ ӗҫлеме, хӑраса ӳкмессе вӗреннӗ.
Сăнÿкерчĕкесем: Пăслăкри нумай функциллӗ библиотекӑн социаллă сетьри страницинчен.

Квест-вӑйӑ "Эпир террора хирӗҫ"
Квест-вӑйӑ "Эпир террора хирӗҫ"
Квест-вӑйӑ "Эпир террора хирӗҫ"
Квест-вӑйӑ "Эпир террора хирӗҫ"
Квест-вӑйӑ "Эпир террора хирӗҫ"
Квест-вӑйӑ "Эпир террора хирӗҫ"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: