Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Террора хирĕç
26 Сентябрӗн 2022, 08:23

Уфара "Шаймуратов тӑхӑмӗсем хӑйсен çыннисене пӑрахмаҫҫӗ!» митинг-концерт иртнĕ

Пушкӑрт ҫыннисем Донбасра пурӑнакансене пулӑшаҫҫӗ, вӗсемшӗн хуйхӑраҫҫӗ. Эпир хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!

Уфара "Шаймуратов тӑхӑмӗсем хӑйсен çыннисене пӑрахмаҫҫӗ!» митинг-концерт иртнĕ
Уфара "Шаймуратов тӑхӑмӗсем хӑйсен çыннисене пӑрахмаҫҫӗ!» митинг-концерт иртнĕ

Донецк тата Луганск халӑх республикисем, ҫавӑн пекех Херсон тата Запорожье облаҫӗсен ирӗке тухнӑ территорийӗсем сентябрӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 27-мӗшĕччен Раҫҫей йышне кӗресси ҫинчен референдум ирттереҫҫӗ. Сентябрӗн 23-мӗшӗнче Уфара референдума ырласа пысӑк митинг-концерт иртнӗ. Митинга 20 пин уфимец пынӑ. Вӗсем пурте Раҫҫей йышне кӗни ҫинчен референдум ирттерес енӗпе ДНР, ЛНР, Херсон тата Запорожье облаҫӗсен йышӑнӑвне пӗр сӑмахсӑрах ырларӗҫ. "Шаймуратов тӑхӑмӗсем хӑйсен ҫыннисене пӑрахмаҫҫӗ!" республикӑри эстрада ҫӑлтӑрӗсене хутшӑнтарса иртнӗ.

Пушкӑртстанпа Донбаса ҫывӑх, ӑшӑ тата чӑн-чӑн тӑванла ҫыхӑнусем ҫыхӑнтараҫҫӗ. Пушкӑрт ҫыннисем Донбасра пурӑнакансене пулӑшаҫҫӗ, вӗсемшӗн хуйхӑраҫҫӗ. Эпир хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!

Митинга хутшӑнакансен шухӑшӗ пӗр тӗллев: референдум ирттерни – Украинӑпа НАТО ҫӗршывӗсем вырӑссем тӗлӗшпе ирӗклӗ террор условийӗсенче пиҫсе ҫитнӗ кирлӗ решени. Ку вӑл пирӗн историллӗ пуласлӑхшӑн кӗрешекен улшӑну саманчӗ. Соцопроссем пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей йышне кӗни ДНР ҫыннисен 94 проценчӗ, ЛНР ҫыннисен 93 проценчӗ, Запорожье облаҫӗнче пурӑнакансен 87 проценчӗ, Херсон облаҫӗнче пурӑнакансен 80 проценчӗ ырлать.

Раççей ирӗке кӑларнӑ территорисенче пурӑнакансене ирӗкне пĕлтерме пулӑшӗ.

 «МГ» информацийĕпе.

 

Уфара "Шаймуратов тӑхӑмӗсем хӑйсен çыннисене пӑрахмаҫҫӗ!» митинг-концерт иртнĕ
Уфара "Шаймуратов тӑхӑмӗсем хӑйсен çыннисене пӑрахмаҫҫӗ!» митинг-концерт иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: