Ачасене хӳтӗлесси — ашшӗ-амӑшӗсен те, шкулсемпе ача сачӗсенчи педагогсен те тӗп тӗллевĕ. Паян "терроризм" ӑнлав пирӗн лексикона ҫирӗп кӗрсе ларнă, ҫавӑнпа та çитĕннĕ ҫынсен кирек хӑшӗн те васкавлӑ лару-тӑрура мӗн тумаллине ҫеҫ мар, юнашар тӑракан ачасене мӗнле пулӑшмаллине те пӗлмелле. Унсӑр пуҫне, ку ыйтура профилактика мерисем те пӗлтерӗшлӗ.
Октябрӗн 3-мӗшӗнче районти терроризма хирĕçле комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ: "Пишпÿлек районӗн муниципалитет территорийӗнче Республика кунне халалланӑ уяв мероприятийӗсене ирттермелли тапхӑрта общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси çинчен", "Пишпÿлек районӗн территорийӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан процесс ирттермелли тапхӑрта вӗренӳ объекчӗсен терроризма хирĕçле хӳтлӗхне вӑйлатмалли мерӑсем çинчен " ыйтусемпе.
Ларӑва антитерроризм комиссийӗн председателӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ертсе пынă. Ларӑва уҫнӑ май вӑл массӑллӑ мероприятисене ирттермелли объектсене терроризмран хӳтӗлес ыйту, ҫавӑн пекех вӗренӳ объекчӗсен хӳтлӗхӗ хальхи вӑхӑтра уйрӑмах çивĕч тӑнине палӑртнă. Халӗ усала пропагандӑласси, тӗпрен илсен, социаллӑ сетьсем урлӑ пырать. Пирӗн ҫамрӑксем интернетра кирлӗ мар япаласене пăхма пӑрахчӑр тесен профилактика ӗҫӗсем ытларах ирттермелле. Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачи мӗн хӑтланнине тӗрӗслемелле. Аслисен гражданла хастарлӑх кӑтартмалла, шанăçсăр ҫынсем е ҫынсем хӑйсене мӗнле тыткаланине шута илсе, кун ҫинчен право сыхлавӗн органӗсене пӗлтермелле.
Пишпÿлек районӗнчи Раççей ОМВД начальникӗ Азат Хазиев общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тӗллевпе, Республика кунӗ тӗлне уяв мероприятийӗсем ирттернӗ тапхӑрта ОМВД ертсе пыракан составӑн дежурствине йӗркелессине, мероприятисем ирттермелли вырӑнсене патрульсен посчӗсемпе ҫывхартассине палӑртнă.
ПР Пишпÿлек районĕнчи вӗренӳ пайӗн начальникӗн заместителӗ Инна Данилова вӗренӳ учрежденийӗсем пысӑк хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине палӑртнă. Вӗренӳ учрежденийӗсенче терроризма хирĕçле хӳтлӗхне кӗрекен ятарлӑ комплекслă ĕçсем тӑвас ӗҫ хастар пынине каланă.
Объектсене терроризм хӳтлӗхпе тивӗҫтерес тӗллевпе йышӑннӑ мерӑсен хӑрушсӑрлӑх шайне тишкерсе тухмалла тата вӗсен территорийӗнче йӗркеленмен витӗмлӗхе чӑрмантарас тата правӑна хирӗҫле ӗҫсене асӑрхаттарас тесе вӗрентӳ объекчӗсене инженерипе техника хатӗрӗсемпе пуянлатмалли тата хӳтӗлемелли объектсене уйрӑмах тимлӗн тишкерсе хатӗрлемелле тата хушма ӗҫсене туса хатӗрлемелле.
Николай ЧЕРНОВ,
терроризма хирĕçле комиссийӗн секретарӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.