Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
18 Кӑрлач 2023, 20:38

Пушкӑртстанра пурӑнакана халӑха терроризма чӗннӗшӗн суд тунӑ

Суд приговорӗ законлӑ вӑя кӗнӗ.

Пушкӑртстанра пурӑнакана халӑха терроризма чӗннӗшӗн суд тунӑ
Пушкӑртстанра пурӑнакана халӑха терроризма чӗннӗшӗн суд тунӑ

Пушкӑртстанра пурӑнакана террористла тата экстремистла ӗҫе халӑх умӗнче чӗннӗшӗн суд тунă, пӗлтернӗ Раҫҫей УФСБ регионти пресс-службинче.
"Пелепейре пурăнакан 1979 ҫулта çуралнă Вячеслав Валерьевич Никоноров, интернетра терроризмпа экстремизм патне халӑха чӗннĕ, хирӗҫле ӗҫсене тупса палӑртнӑ", - тенӗ Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей УФСБ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх.
Тӗпчев пынӑ май ҫакӑ паллӑ пулнă: 2021 ҫулхи июльтен пуҫласа декабрьччен арҫын хӑйӗн страницинче терракт тума, "палӑртнӑ национальноҫсемпе право сыхлав органӗсен представителӗсем тӗлӗшпе" ятлӑ социаллӑ сетьсенчен пӗринче текст материалӗсене тӑтӑшах вырнаҫтарнӑ.
Екатеринбургри тӗп ҫар сучӗн приговорĕпе Вячеслав Никонорова айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 350 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Суд приговорӗ законлӑ вӑя кӗнӗ.
Январӗн 12-мӗшӗнче "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан тӑрӑхӗнчи Раҫҫей УФСБ сотрудникӗсем Нефтекамскра пурăнакан 33 ҫулхи Ш. Эрнестăн хирӗҫле ӗҫӗсене тупса палӑртнӑ тата документланӑ, вӑл республика территорийӗнче терракт тума палӑртнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-01-17/zhitelya-bashkirii-osudili-za-publichnye-prizyvy-k-terrorizmu-3108111

 

 

Пушкӑртстанра пурӑнакана халӑха терроризма чӗннӗшӗн суд тунӑ
Пушкӑртстанра пурӑнакана халӑха терроризма чӗннӗшӗн суд тунӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: