Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
14 Июнӗн 2023, 11:32

Шкул ачине терроризм юхӑмне пропагандӑланӑшӑн тытса чарнӑ

Ятарлӑ службӑсен сотрудникӗсен тимлĕхне Стерлитамакри 17 ҫулти шкул ачи лекнӗ.

Шкул ачине терроризм юхӑмне пропагандӑланӑшӑн тытса чарнӑ
Шкул ачине терроризм юхӑмне пропагандӑланӑшӑн тытса чарнӑ

Ятарлӑ службӑсен сотрудникӗсен тимлĕхне Стерлитамакри 17 ҫулти шкул ачи лекнӗ. Baza телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи апрель уйӑхӗнче ун патне следовательсем ухтарма пынӑ. Вӗсем хӗрĕн техникипе дневникӗсене туртса илнӗ.

Экспертиза туса ирттернӗ, вӑл шкул ачи колумбайнерсен ӗҫне тытса тӑнине тата ырланине кӑтартса панӑ (юхăма террористла йышӑннӑ тата Раҫҫейре чарнӑ). Унсӑр пуҫне, 2022 ҫулхи ҫуркуннерен пуҫласа вӑл хӑйӗн тантӑшӗсемпе соцсетьсенче ҫырӑнма пуҫланӑ, вӗсем хушшинче чарнӑ юхӑм идейисене пропагандӑланӑ.

Ҫак факт тӑрӑх 205.5 статьяпа уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ ("Террористла организацин ӗҫне йӗркелесси тата ҫавӑн пек организацин ӗҫне хутшӑнасси"). Хӗртен çĕршывран нихăçта та тухмасси ҫинчен алӑ пуснӑ.

18+

https://www.bashinform.ru/news/law/2023-06-14/v-bashkirii-shkolnitsu-zaderzhali-za-propagandu-terroristicheskogo-dvizheniya-3298751

 

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

 

Шкул ачине терроризм юхӑмне пропагандӑланӑшӑн тытса чарнӑ
Шкул ачине терроризм юхӑмне пропагандӑланӑшӑн тытса чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: