Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
3 Апрелӗн , 11:44

Путин экстремизма вӑрттӑн миграципе ҫыхӑнтарнӑ

#владимирпутин

Путин экстремизма вӑрттӑн миграципе ҫыхӑнтарнӑ
Путин экстремизма вӑрттӑн миграципе ҫыхӑнтарнӑ

#владимирпутин

Вӑрттӑн миграци экстремистла ӗҫ-хӗлпе уголовлӑ преступленисемшӗн час-часах хуçаланмалли май пулса тӑрать. Кун пирки ытларикун, апрелӗн 2-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин ҫулленхи анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Путин ҫавӑн пекех наци уйрӑмлӑхне, ксенофобине тата исламофине провокацилеме нумаях пулмасть пулса иртнӗ трагедиллӗ событисемпе усӑ курма юраманнине палӑртнӑ.

"Террористсемпе вӗсен заказчикӗсен тӗп тӗллевӗ ҫакӑ пулнӑ та ӗнтӗ — чи малтан пирӗн ҫӗршывра харкашу, хирӗҫӳ, курайманлӑх вăрлăхне акасси, Раççее шалтан аркатасси. Ку вӗсен тӗп задачи. Пирӗн вӗсене ун пек тума ирӗк памалла мар", — чӗнсе каланă Раҫҫей лидерӗ.

 Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73755/photos/75590

https://iz.ru/1676122/2024-04-03/prezident-putin-sviazal-razvitie-ekstremizma-s-nelegalnoi-migratciei

 

 

 

 

Путин экстремизма вӑрттӑн миграципе ҫыхӑнтарнӑ
Путин экстремизма вӑрттӑн миграципе ҫыхӑнтарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: