Уфара ФСБ сотрудникӗсем Уфара пурăнакан 18 ҫулхи втçĕ йӗкӗте тытса чарнӑ, вӗсем ҫыхӑну объекчӗсенче диверси тума шутланӑ.
ПР УФСБ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ тус, ӗҫлесе илес тесе, "Телеграм" соцсетьре ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Палламан ҫынсем ҫыхӑну объектне вут тивертес енӗпе инструкцисем тата вӗсем пурнӑҫланӑ ӗҫшӗн укҫа илмелли объекта обязательнӑй условисем панӑ.
Виҫҫӗшне те вут тӗртсе ҫунтарма хӑтланнӑ чухне ФСБ сотрудникӗсем тытса чарнӑ. Мӗн пулса иртнине пӑхса тухнӑ чухне преступлени тума кирлӗ инструментсемпе япаласене туртса илнӗ.
"Диверси" статьяпа уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ. Айӑпланакансене хураллама хупса лартнӑ, вӗсене 12 ҫултан пуҫласа 20 ҫула ҫитиччен тĕрме кĕтет.
ПР Раҫҫей УФСБ пресс-служби информаципе.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-04-03/v-ufe-sotrudniki-fsb-zaderzhali-podrostkov-kotorye-namerevalis-ustroit-diversiyu-3712778