Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
7 Июнӗн , 11:20

Терроризма хирӗҫ тӑни хальхи вӑхӑтри ҫивӗч те тӗп ыйтусенчен пӗри

Хушăлкари ял библиотекинче хальхи ачасемпе ҫамрӑксене хӑрушсӑрлатас тата асӑрхаттарас тесе вулакансемпе "Терроризм – общество хӑрушлӑхĕ" калаҫу ирттернӗ.

Терроризма хирӗҫ тӑни хальхи вӑхӑтри ҫивӗч те тӗп ыйтусенчен пӗри
Терроризма хирӗҫ тӑни хальхи вӑхӑтри ҫивӗч те тӗп ыйтусенчен пӗри

Юлашки ҫулсенчи событисем терроризма хирӗҫ тӑни паянхи кун пӗтӗм тӗнчери пӗрлӗхӗн проблеми пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫак проблема хальхи вӑхӑтри ҫивӗч те тӗп ыйтусенчен пӗри пулса тӑнӑ. Хушăлкари ял библиотекинче хальхи ачасемпе ҫамрӑксене хӑрушсӑрлатас тата асӑрхаттарас тесе вулакансемпе "Терроризм – общество хӑрушлӑхĕ" калаҫу ирттернӗ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче библиотекарь хутшăнакансене "терроризм", "теракт" тата террористла актсем тӑвас кӑмӑл ҫуратакан сӑлтавсемпе паллаштарнӑ. Ҫавӑн пекех ертсе пыракан терракт хӑратас-тӑвас пулсан, заложниксене тытса илес пулсан, хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен каласа панӑ. Малалла, паллаштаракан калаҫу хыҫҫӑн, ачасем ыйтусене хуравланă: "Терроризм мӗн вӑл?", "Мӗнле тӗллевпе тӑваҫҫӗ-ха ку ӗҫсене?", "Кама террористсем теҫҫӗ?»
Илнӗ пӗлĕве ҫирӗплетес тӗллевпе лару-тăрăва ҫырса кӑтартнӑ "Пӗлес пулсан" вӑйӑ сӗннӗ, пухӑннисем вара унтан тухма сӗннӗ. Тӗлпулу вӗҫӗнче ачасене терроризма хирӗҫ тӑма тата террористсен аллине лекес мар тесе хӑйсене мӗнле тыткаламалли инструкцисемпе паллаштарнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club131542087

 

 

Терроризма хирӗҫ тӑни хальхи вӑхӑтри ҫивӗч те тӗп ыйтусенчен пӗри
Терроризма хирӗҫ тӑни хальхи вӑхӑтри ҫивӗч те тӗп ыйтусенчен пӗри
Терроризма хирӗҫ тӑни хальхи вӑхӑтри ҫивӗч те тӗп ыйтусенчен пӗри
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: