Пишпÿлекри ҫамрӑксен "Вектор" центрӗн специалисчӗсем волонтерсемпе пӗрле терроризма хирӗҫ кӗрешес енӗпе пӗрлӗхи ыйтӑвӗсемпе вӗренекенсен хушшинче класс мероприятийӗсем ирттернӗ.
Терроризмпа кӗрешес ӗҫре пĕрлĕх кунӗ хальхи обществӑшӑн çивĕч кун пулса тӑрать. Ӑна федераци саккунӗпе 2005 ҫултан пуҫласа палӑртнӑ тата ҫулсерен сентябрӗн 3-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун пӗтӗм ҫӗршыв хуйхӑрать, гражданла хӳтлӗхсӗр ҫыннисене хирӗҫ тӗрлӗ ҫулсенче пулса иртнӗ мĕнпур террористла событисенчи айӑпсӑр ҫухатусем ҫинчен аса илет. Ҫавӑнпа та ҫамрӑксен хушшинче хӗрхенӳ туйӑмне, хӗн-хур тӳснисене хисепленине тата асра тытнине аталантармалла, ҫавӑн пекех ачасене хӑрушсӑрлӑх никӗсӗсене тата тӗрӗс ӗҫсене критиклеме вӗрентмелле.
— Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕнче ҫак темӑпа "Эпир пусмӑрпа экстремизма хирӗҫ" темӑпа тренинг элеменчӗсемпе икӗ ушкӑнри вӗренекенсемпе калаҫу ирттернӗ, — каласа парать ҫамрӑксен "Вектор" центрӗнчи ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист Ирина Садыкова. — Ку "Эсӗ заложник пултӑн пулсан" роль вӑййи пулчӗ. Вӗренекенсем икӗ ушкӑна пайланчӗҫ. Ҫак лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тытмаллине, ыйтусем ҫине мӗнле хуравламаллине пӗлчĕç. Унтан май пур вариантсене пӗрле сӳтсе яврӗҫ, тӗрӗс хуравсем тупрӗҫ.
Пирӗн ҫакна асра тытмалла: кирек мӗнле ҫын та, ӗҫ мӗнле пулсан та, трагедие лекме пултарать. Ҫак кун тӗлне ҫӗршыври тӗрлӗ хуласемпе ялсенче асăну акцийĕсем, ыркăмӑллӑх концерчӗсем тата ҫутта кӑлармалли мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Терроризмпа кӗрешме кӑна мар, вӑл сиксе тухассинчен асӑрхаттарма кирлине асра тытмалла вӗт.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.