Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
19 Октябрӗн , 11:02

Полици капитанĕ шкулта экстремизм çинчен калаҫу ирттернӗ

Пишÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта полицин капитанӗ, ПДН аслӑ инспекторĕ Л.К. Динисламова "Экстремизм: ӑнлану, тӗслӗх, яваплӑх" темӑпа профилактика калаҫăвĕ ирттернӗ.

Полици капитанĕ шкулта экстремизм çинчен калаҫу ирттернӗ
Полици капитанĕ шкулта экстремизм çинчен калаҫу ирттернӗ
Пишÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта полицин капитанӗ, ПДН аслӑ инспекторĕ Л.К. Динисламова "Экстремизм: ӑнлану, тӗслӗх, яваплӑх" темӑпа профилактика калаҫăвĕ ирттернӗ, унта 8-11 классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
ПДН инспекторӗпе калаҫу ирттернӗ чухне "Экстремизм", "Эктремистла материалсем" ӑнланусене уҫса панӑ.
Лиана Камилевна ачасене экстремизмӑн тӗп тӗсӗсемпе, унӑн юхăмӗсемпе, субкультура тума чарнӑ ушкăнĕсемпе паллаштарнă, ҫавӑн пек ӗҫсемшӗн уголовлӑ яваплӑх пуррине вӗренекенсене асӑрхаттарнă. Калаҫу ирттернӗ чухне ачасем хӑйсене асӑннӑ темӑпа кӑсӑклантаракан ыйтусем панӑ, юридика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс хуравсем илнӗ.
Л.К. Динисламова калаçăва пӗтӗмлетнĕ чухне ачасене экстремистла ӗҫ-хӗл патшалӑх пурнӑҫӗн чӑн хӑрушлӑхне йӗркеленине, Раҫҫей гражданӗсен конституци прависемпе ирӗклӗхне, общество хӑрушсӑрлӑхӗпе йӗркелӗхе шаннине асӑрханӑ.
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Полици капитанĕ шкулта экстремизм çинчен калаҫу ирттернӗ
Полици капитанĕ шкулта экстремизм çинчен калаҫу ирттернӗ
Полици капитанĕ шкулта экстремизм çинчен калаҫу ирттернӗ
Полици капитанĕ шкулта экстремизм çинчен калаҫу ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: