Çутă çул
-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
18 Нарӑсӑн , 11:34

Терроризмпа экстремизм — питӗ пысӑк хӑрушлӑх

 Демскинчи вăтам шкулта экстремистсемпе тӗн организацийӗсем пулӑшнипе ҫула ҫитмен ачасене лектерессинчен асӑрхаттармалли эрне иртнӗ.

Терроризмпа экстремизм — питӗ пысӑк хӑрушлӑх
Терроризмпа экстремизм — питӗ пысӑк хӑрушлӑх

Терроризмпа экстремизм — питӗ пысӑк хӑрушлӑх кирек мӗнле ҫирӗп те ӑнӑҫлӑ обществӑна та хускатма пултарать. Террористла тата экстремистла палăрăмсемпе кӗрешмелли тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри — общество хутлӑхӗнче вӗсен профилактики пулса тӑрать. Ҫул ҫитмен ачасем хушшинче ҫавнашкал профилактика ӗҫне ирттересси уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен асӑннӑ хутлӑх тӗрлӗ факторсен вӑйне пула тӗрлӗ социаллӑ тата криминаллӑ ушкӑнсен япӑх витӗм кӳме пултарас тӗлӗшпе чи вӑйсӑррисенчен пӗри пулса тӑрать.

Февралĕн 10-мĕшĕнчен пуҫласа 15-мĕшĕчен Демскинчи вăтам шкулта экстремистсемпе тӗн организацийӗсем пулӑшнипе ҫула ҫитмен ачасене лектерессинчен асӑрхаттармалли эрне иртнӗ. Шкулта класс сехечӗ, ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗ, информаци сехечӗ тата вӗренекенсемпе калаҫусем ирттернӗ.

Ҫитӗнекен ӑру гражданла позицие йӗркелесси, терроризм идеологине хирĕç тăрасси, йӑлана кӗнӗ хаклӑхӗсене аталантарасси мероприятисен тӗллевӗ пулса тӑнă.

Ҫавӑн пекех эрне хушшинче шкулта класс сехечӗсем иртнӗ. Класс сехечӗсем калаҫусем, тематикӑллӑ видеороликсем пăхасси кӗртнӗ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Демскинчи вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club201675390

 

 

Терроризмпа экстремизм — питӗ пысӑк хӑрушлӑх
Терроризмпа экстремизм — питӗ пысӑк хӑрушлӑх
Терроризмпа экстремизм — питӗ пысӑк хӑрушлӑх
Терроризмпа экстремизм — питӗ пысӑк хӑрушлӑх
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: