Çирĕклĕри ял клубӗнче "Терроризм обществӑна хӑрушлӑх" темăпа программа иртнӗ.
Программа вӑхӑтӗнче терракт пулас хӑрушлăх чухне хӑвна мӗнле тытмалли правилăсене, ҫавӑн пек ансат лару-тӑрура хӑвна мӗнле тыткаламаллине каласа панӑ. Терракт вăхăтĕнче хӑвна мӗнле тытмалли, шанчӑксӑр япаласем тупсан мĕн тумаллине уйрӑмах тимлӗ пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех мероприятие хутшӑнакансем гражданла сыхӑ пулни ҫинчен, терроризма мӗнле майпа хирӗҫ тӑма май пурри ҫинчен, ҫакӑн пек лару-тӑру сиксе тухсан, хӑвна та, ҫывӑх ҫыннусене те мӗнле упраса хӑварасси ҫинчен калаҫнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128