Терроризм этемлӗхӗн глобальлӗ ыйтӑвӗ пулса тӑнӑ, унӑн палӑрӑмӗсем ҫын пурнӑҫне массӑллӑ татаҫҫӗ, йывӑр ӳт-пӳ тата психологи тӗлӗшӗнчен суранлатаҫҫӗ.
«Терроризм - этемлӗхе хирӗҫ усал!» Кистенлӗри Культура ҫурчӗн информаци калаҫӑвӗн тӗллевӗ сыхлӑх кӑтартмалли ҫине тимлӗх уйӑрасси, теракт условийӗсенче хӑйсене мӗнле тытмалли тӗп правилӑсемпе паллаштарасси, патриотизм йӗркелесси пулнӑ.
Калаçура хуҫасӑр япаласене тупсан хăвна мӗнле тытмалли правилӑсемпе паллаштарнă.
Терроризм актӗнче, тыткăна илнинче тата ытти лару-тӑрура хӑвна мӗнле тытмаллине каласа панă.
Ачасене терроризм мӗн иккенне, террористсем камсем пулнине каласа кӑтартнӑ.
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Нет _террору
Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.