Çутă çул
-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Террора хирĕç
20 Августӑн 2025, 11:16

Хӑрушсӑрлӑх пӗрремӗш вырӑнта

Пишпÿлек район администрацийӗнче Пушкӑртстанри Пишпÿлек муниципаллӑ районӑн терроризма хирӗҫ комиссийӗн тата чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес енӗпе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ.  

Хӑрушсӑрлӑх пӗрремӗш вырӑнта
Хӑрушсӑрлӑх пӗрремӗш вырӑнта
Сентябрĕн 1-мӗшӗ ҫывхарать, ҫуллахи каникул хыҫҫӑн пирӗн ачасем вӑхӑтӑн чылай пайне каллех шкулсенче ирттерме тытӑнӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн, 2025 ҫулхи августӑн 18-мӗшӗнче Пишпÿлек район администрацийӗнче Пушкӑртстанри Пишпÿлек муниципаллӑ районӑн терроризма хирӗҫ комиссийӗн тата чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес енӗпе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва комисси председателӗ-администраци пуҫлӑхӗ А.Зарипов ертсе пынă.
Ларӑвӑн тӗп теми-сентябрӗн 1-мӗшӗнче Пӗлӳ кунне, сентябрӗн 3-мӗшӗнче Терроризма хирӗҫ кӗрешес ӗҫре пӗр шухӑшлӑх кунне тата пӗрлехи сасӑлав кунне халалланӑ мероприятисене хатӗрленсе ирттернӗ тапхӑрта терроризма хирӗҫ хӳтлӗхпе пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси пулнă.
Ларура вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тата терроризма хирӗҫ кӗрешес ӗҫре пӗр шухӑшлӑ пулнӑ куна халалласа мероприятисем ирттернӗ чухне вӑйсемпе хатӗрсем терроризм хӑрушлӑхӗсене хирӗҫ тӑма хатӗрри ҫинчен калакан докладпа РФ ОМВДри Пишпÿлек районӗнчи полици начальникӗн ĕçне тивĕçтерекен Х. Хикматов тата «ПР Пишпÿлек районӗн вӗрентӳ пайӗ» МКУ начальникӗн ĕçне тивĕçтерекен И. Данилова тухса каланă.
Тухса калаҫакансем вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятисене хатӗрленсе ирттернӗ тапхӑрта вӗренӳ заведенийӗсен терроризма хирӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тӗллевпе тӗплӗ калӑпӑшлӑ ӗҫ тунине палӑртнă. Вӗрентӳ тата шкулчченхи ача-пӑча учрежденийӗсен педагогӗсемпе персоналĕпе инструктажсем ирттернӗ. Ҫак кунсенче следстви-оперативлӑ ушкӑна вӑйлатӗҫ, кашни объектшӑн яваплисене ҫирӗплетӗҫ, вӗренӳ заведенийӗсем ҫывӑхӗнче автотранспорт парковкине кӑларӗҫ, пур шкула та вӑйлатнӑ хурал аллине илӗҫ.
И.Данилова районти вӗрентӳ организацийӗсенче терроризма хирӗҫ сыхланмалли мерӑсем йышӑннине палӑртнă: тӗрӗслевпе пропуск режимӗ, талӑкӗпех дежурство, территорисемпе путвал пӳлӗмӗсене тӗрӗслесси, шкулсене видеосӑнавпа тивӗҫтернине, вӗренекенсемпе тата педагогика йышӗпе тренировкӑсем ирттернине.
2025-2026 ҫулхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленнӗ тапхӑрта Пишпÿлек муниципаллӑ районĕнчи вӗрентӳ организацийӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес тӗллевсем ҫинчен Пелепейри районсен хушшинчи надзор ӗҫ-хӗлӗн тата пушарсен профилактикин пайӗн инспекторӗ И.Тухбатуллин каласа панă.
Ларура ҫавӑн пекех «Терроризм идеологине 2024-2028 ҫулсенче РФ территорийӗнче ПР Пишпÿлек районĕн  территорийӗнче хирӗҫ кӗрешмелли комплекслӑ план мероприятийӗсене пурнӑҫлани ҫинчен» ыйтусене сӳтсе явнă, ун шайӗнче администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсен енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ А. Данилов тухса калаҫнă.
Ларура ҫавӑн пекех ытти ыйтусене те сӳтсе явнă, вӗсен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ йышӑнусем тунă.
Ларӑва пӗтӗмлетнӗ май комисси председателӗ А.Зарипов АТКпа КЧС членӗсене хӑйсен тивӗҫӗсене яваплӑ пурнӑҫланӑшӑн тав тунă.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
 

 

Хӑрушсӑрлӑх пӗрремӗш вырӑнта
Хӑрушсӑрлӑх пӗрремӗш вырӑнта
Хӑрушсӑрлӑх пӗрремӗш вырӑнта
Хӑрушсӑрлӑх пӗрремӗш вырӑнта
Автор: Марина Иванова
Читайте нас