Терроризма хирӗҫ кӗрешес ӗҫре пӗр шухӑшлӑх кунне Раҫҫейре сентябрӗн 3-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗҫ. Ҫак кун Бесланри синкерлӗ пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ, террора хирӗҫ тӑмаллине аса илтермелле. Пушкӑртстанри вӗренӳ организацийӗсем тематикӑллӑ куравсем уҫма пултараҫҫӗ.
«Трагедиллӗ пулӑмсен историйӗсем» курав Раҫҫей историйӗнчи чи пысӑк 15 теракт ҫинчен каласа парӗ. «Подвиг.РФ» проектпа килӗшӳллӗн аудиовизуаллӑ плакатсен серине хатӗрленӗ, унта геройсем кӑна мар, пулӑмсем те тӗп вырӑнта. Маршрута куракан 1990-мӗш ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунччен пулӑмсен хронологине курма, трагедисен масштабне хаклама тата пусмӑрпа экстремизма хирӗҫ пӗрлешни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланса илме пултартӑр тесе тунӑ.
Курав материалӗсем тӳлевсӗр тата vk.cc/cOVLZm ссылкӑра пур.
Плакатсене мольбертсем ҫине вырнаҫтарма, стендлӑ экспозици йӗркелеме е экран ҫинче шкулсенче, аслӑ шкулсенче, библиотекӑсенче, патриотла воспитани центрӗсенче слайд-шоу евӗр кӑтартма пулать. Ҫакӑн пек курав ирттернӗ чухне проект ушкӑнне https://vk.com/podvigrf тата #подвигрф_выставка хэштег палӑртмалла.
Аса илтеретпӗр, подвиг.РФ — Раҫҫей паттӑрӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа панисене, пултарулӑх конкурсӗсемпе истори материалӗсене пӗрлештерекен хӑйне евӗрлӗ платформа. Патриотизм ҫул-йӗрне йӗркелени кашниех пысӑк паттӑрлӑхсем, тӗрлӗ тапхӑрти паттӑрсем тата пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем ҫинчен пӗлме пултаракан уҫӑ вырӑн туса хурать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: подвиг.РФ сайт.