Терроризма хирӗҫ кӗрешес ӗҫре пӗр шухӑшлӑх кунне Раҫҫейре ҫулсерен сентябрӗн 3-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Сентябрӗн 3-мӗшӗ-календарьти асӑнмалӑх кун. Ҫак хурлӑхлӑ куна кура общественноҫпа ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен специалист Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишÿлекри филиалӗнче вӗренекенсемшӗн «Терроризм - этемлӗхӗн хальхи ыйтӑвӗ» класс сехечӗ ирттернӗ.
Заняти вӑхӑтӗнче терроризм ӑнлава пӑхса тухнă, Беслан трагедийӗн саманчӗсене, терроризм актӗнчен хӑрушсӑрлӑх мерисене аса илнĕ. Мероприяти вӗҫӗнче вӗренекенсем информаци буклечӗсем илнĕ.
#ПрофилактикаТерроризма
#БижбулякскийРайон
#филиалБКМЭБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.