Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
18 Июлӗн 2019, 12:38

ЧĂВАШСЕН ХУШШИНЧЕ ПУРĂНАТПĂР, ÇАВĂНПА ХАМĂР ТЫМАРСЕМПЕ КĂСĂКЛАНАТПĂР

Мероприятисене ирттерес ĕç çине тимлĕ те тарăн пăхни‚ йĕркелÿçĕ ĕçĕсене вăхăтлă пурнăçлани хамăр халăхпа ĕçлеме çăмăл пулнине кăтартса парать. Паллах‚ çакă уйрăм структура шайĕнче ĕçленĕ вăхăтра‚ партнерсене суйласа илме май пур чухне палăрать.

Хальхинче те Пишпÿлек районĕнче экологи тата культура вырăнĕсем тăрăх экскурси йĕркеленĕ кун ĕçлеме çăмăл пулчĕ. Вăл июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртрĕ.

Авăркас районĕнчи «Мичурин» ООО ертÿçисем Александрпа Людмила Александровсем пархатарлă та идеологи енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ. Вĕсем хăйсен хуçалăхĕнче ĕçлекенсене чăвашсенпе çыхăннă паллă вырăнсене курса çÿреме‚ вĕсенче канма путевкăсем параççĕ.

Авăркас районĕнчи Меселпуçĕнчен тата ытти ялсенчен Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнчи Иван монах çăлкуçĕнче шыва кĕме 20 çын çула тухрăмăр. Пирĕн водитель - Геннадий Васильев Çтерлĕ хулинчен – чăваш çынни. Вăл чăваш юрри-кĕввине пĕтĕм чунтан юратать. Меломан тесен те йăнăш пулмасть пуль. Çул тăршшĕпе чăваш юррисем янрарĕç‚ автобусра кăмăллă лару-тăру хуçаланчĕ.

Экскурсийĕн пĕрремĕш пайĕ чăвашсен Меккине илсе çитерчĕ. Эпир К.В.Ивановпа Я.Г.Ухсай музей çурчĕсенчи экспонатсене курса килентĕмĕр. Малалли çул Мелеспуç ялне выртрĕ. Вырăнти Ф.Н.Вуколов-Эрлик ячĕллĕ музей комплексĕ вара кашнинче çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерет. М.А.Николаева вăй хунипе ялта чиркÿ те‚ ача-пăча лапамĕ те ĕçлеççĕ. «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Ю.Н.Михайлов пуçарулăхĕпе музейре пире редактор çумĕ Н.К.Родионова кĕтсе илчĕ. Вăл туристсене музей пуянлăхĕпе паллаштарчĕ.

Çулçÿревĕн виççĕмĕш станцийĕ Михайловка ялĕнче пулчĕ. Кунта пире вырăнти чăваш хастарĕ‚ экскурсие тухма хавхалантараканĕ Н.И.Денисова ăшшăн кĕтсе илчĕ. Вăлах Иван монах çăлкуç вырăнне илсе çитерчĕ. Çакна та палăртса хăвармалла‚ çăлкуçăн сиплĕ шывне ас тивсе пăхас тесен 270 картлашка аялалла анмалла. Унти лаптăка хÿме çавăрса тытнă‚ пĕчĕк çурт лартнă‚ йĕри-тавра çырла-матрÿшке ÿсет. Ăçта пăхсан таса та кăмăллă. Çынсем çăлкуç шывĕ сиввине пăхмасăр унта чăмпăлтатрĕç. Хăшĕ-пĕрисем вара чир-чĕртен хăтăлас тесе 9 хут шыва кĕчĕç. Таврари çут çанталăк илемĕ Кавказ тăрăхне аса илтерчĕ.

Каярах эпир Михайловка ял Канаш пуçлăхĕпе Сергей Никитинпа тĕл пултăмăр. Вырăнти муниципалитет тăрăшнипе ял пĕчĕк хулана çаврăннă. Илемлĕ чечек клумбисем‚ декорациллĕ çил арманĕсем‚ самолет‚ ача-пăча лапамĕсем тата историпе археологи музейĕ...тем те пур кунта.

Михайловкăпа Мелеспуç ялĕсем хушшинче лиственница вăрманĕ çумĕнче «Пилĕк çăлкуç» комплекс вырнаçнă. Кунта уçă сывлăшпа киленсе канма ятарлă хатĕрсем çителĕклĕ. Шашлык ăшаламалли мангал та пур. Малалла экскурси Аслыкуль кÿллине илсе çитерчĕ. Кÿлĕри шыв каçхине те ăшă тăрать. Çак илемлĕ те тăван вырăнсене юратмасан намăс пулмалла. Вĕсенче пулса курманни кашнишĕн пысăк çитменлĕх пулса тăрать.

Малашне чăваш маршручĕпе эрнесерен автобус çурĕ. Çулçÿреве тухма кăмăл тăвакансене 8-917-751-59-03 телефонпа шăнкăравлама сĕнетпĕр.

Юрий МИХАЙЛОВ‚

ПР чăваш культура

обществин председателĕ.

Авăркас - Пелепей -

Пишпÿлек - Давлекан районĕсем.

Читайте нас: