Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
23 Июлӗн 2019, 13:58

Турци отелĕсем Раççей çыннисем валли хаксене ÿкернĕ

2019 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх Турцинче Раççейрен 6 млн. турист кĕтеççĕ.

Турци отелĕсем июль-август уйăхĕсенче вырнаçмалли хаксене ÿкернĕ. Пурăнмалли хаксене тăрук ÿстернĕ гостиницăсенче туристсен шучĕ сахал пулнă, пĕлтерет «Известия» хаçат.

Турци отелĕсен профессионаллă менеджерсен Ассоциацин хакĕсем тăрăх Антальере июль-август уйăхĕсенче отельсем вăтамран 90-92 процента тулĕç. Çавăнпа пĕрле хăш-пĕр хăна çурчĕсенче халăх йышĕ 82-85 процентран ытлашши хăпармасть. Аналитиксен сăмахĕ тăрăх калаçу 2018 çулхи ăнăçлă сезон хыççăн кăçал çулла хаксене кинет ÿстернĕ отельсем çинчен пырать.

2019 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх Турцинче Раççейрен 6 млн. турист кĕтеççĕ. Пилĕк уйăх хушшинче çĕршывра 1,7 млн. Раççей çынни каннă, çакă 2018 çулхи çав тапхăрпах танлаштарсан 20,5 процента ытларах.

Урал туризм ассоциацин директорĕ Михаил Мальцев пĕлтернĕ тăрăх Турци отелĕсенче тивĕçтерÿ пахалăхĕ начарланнине çак çĕршывăн курорчĕсен конкуренци пулманнипе тата хăна çурчĕсен хуçисем сахал тăкакланса пысăк тупăш илме хăтланнипе ăнлантарса пулать.

Галина БАХШИЕВА.
Читайте нас: