Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
25 Июлӗн 2019, 18:10

Тим юханшывĕ тăрăх ишнĕ

«Вектор» çамрăксен центрĕн ĕçченĕсем ачасемпе Тим юханшывĕ тăрăх ишнĕ.

Ачасен çуллахи каникулне вăрах вăхăт асра юлмалла ирттерме çамрăксен центрĕн ĕçченĕсем пулăшаççĕ.

— «Вектор» çамрăксен центрĕ Тим юханшывĕ тăрăх тăватă хут ишме планланă, — тет социалла педагог Сирена Миниярова. — Пĕрремĕш хут июлĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 13-мĕшĕччен ишнĕ, унта Хушăлка, Сухоречка, Пишпÿлек, Демски, Биккул, Йăлпăлактамак, Çирĕклĕ ял тăрăхĕсенчен 25 ача хутшăннă. Ачасем нумай ачаллă, сахал тупăшлă тата йывăр çемьесенчен пулнă. Ачасемпе виçĕ кун тата икĕ каç çутçанталăкра Сергей Таймасов, Раиля Садрова, Эльвира Тикшаева пулнă. Çулçÿрев Демски ял Совечĕ ял тăрăхĕнчи Набережнăй ялĕ патĕнчен пуçланнă тата Мияки районĕнчи Туксанбай ялĕ патĕнче вĕçленнĕ. Ачасем ертÿçисемпе пĕрле икĕ катамаранпа тата икĕ резин кимĕпе шыв тăрăх илĕртÿллĕ çулçÿреве кайнă. Мĕнпур кирлĕ япалана ятарлă кимĕ çине тиесе ишнĕ.

— Кăвайт çинче апат пĕçертĕмĕр. Турист палаткисенче çывăрмалли хутаçсенче çывăртăмăр, — малалла каласа парать Сирена Римнуровна. — Ир ÿт-пÿ хусканăвĕсемпе тутлă ирхи апатран пуçланатчĕ. Ишевĕн кашни çĕнĕ тапхăрĕ умĕн ачасем волейбол, футбол вылярĕç, çырла пуçтарчĕç тата çырмара шыва кĕчĕç. Аит ялĕ патĕнчен ишсе пынă чух унти волейбол лаптăкĕнче волейболла вылярăмăр, Боголюбовкăра вырăнти ачасемпе футбол тапрăмăр. Иккĕмĕш хут тата тепĕр 25 ача июлĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 18-мĕшĕччен юханшыв тăрăх ишрĕç. Похода çамрăксемпе ĕçлекен специалист Сергей Семенов, Людмила Родионова, Венера Степанова ертсе пычĕç. Кунта Аит, Демски, Кăркан ял тарăхĕсенчен ачасем пулчĕç.

Çывăх вăхăтра тата тепĕр икĕ ишев иртет. Унта хутшăнас тесен ашшĕ-амăшĕнчен заявлени, инкеклĕ самантсенчен ачасене страхланă хут кирлĕ. Ачасем хăйсемпе ăшă япаласем, çăвăнмалли япаласем тата çĕмĕрĕлмен чашăк-тирĕк илмелле. Пуçа тăхăнмаллине илме манас пулмасть!

Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: