Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çулçÿрев
9 Кӑрлач 2020, 18:13

Хăçан кансан лайăхрах?

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнах хӑшӗ-пĕрисем черетлӗ кану кунӗсем пирки ӗмӗтленме пуҫлаҫҫӗ. Ют ҫӗршывра ӑшӑ хӗвелпе тинӗс е океан хӗрринче иленме юратакансем ҫуллаччен тӑхтамаҫҫӗ — хӗллех канаҫҫӗ.

Кану уйӑхне суйланӑ чух ҫапах та пӗр япалана шута илмелле. Укҫа-тенкӗ ҫине куҫарса пӑхсан канни пур уйӑхра та лайăх мар. Ӑна-кӑна ӑнланакансем каланӑ тӑрӑх, ӗҫ кунӗсем нумайрах тивекен уйӑхра канни тӗрӗсрех. Кун пек чух отпуск укҫи шалупа пӗр пекрехех тенӗ пек тухать. Вырсарникунсене канмалли кун шутне кӗртни те усӑллӑ. Мӗншӗн тесен вӗсемшӗн те тӳлеҫҫӗ.
Ҫу, кӑрлач уйӑхӗсенче кансан отпуск укҫи катӑлать. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр лайӑх енӗ те пур — асӑннӑ ҫак уйӑхсенчи кану кунӗсен шучӗпе отпуск вӑрӑмланӗ. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче черетлӗ канупа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ йӗрке вӑя кӗчӗ. Канасси пирки пирки пуҫлӑха электрон ҫырупа систерсен те ҫителӗклӗ.
Читайте нас: