Республикăн географи центрне Пушкăрт патшалăх университечĕн сотрудникĕсем 2002 çулта шутласа кăларса палăртнă.
Çак вырăн Пушкăртстанăн мĕнпур чиккисенчен пĕр пек инçĕшĕнче вырнаçнă точка — Гафури районĕн çурçĕр енче, Шуратăлпа Зилим юханшывĕсем хушшинче, Архангельски тата Кармаскалă районĕсен чиккисенчен инçех мар.
Унпа чи çывăх халăх пурăнакан вырăн — Зириково ялĕ. Тÿрĕ линипе илсен Пушкăртстанăн тĕп хулинчен — Уфаран — 67,5 км инçĕшĕнче.
2009 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче Шэжэре-байрам ирттернĕ вăхăтра вырăнти халăх çав вырăнта стела лартнă.