Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
19 Июлӗн 2021, 13:16

Пушкăртстанра сăваплă вырăнсем нумай

Ҫемьепе пӗрле Сӑваплӑ тӗмсем уҫрӑмӑр, çырать социаллă сетьре Елена Прочаковская.  

Пушкăртстанра сăваплă вырăнсем нумай
Пушкăртстанра сăваплă вырăнсем нумай
Пушкăртстанра сăваплă вырăнсем нумай
Пушкăртстанра сăваплă вырăнсем нумай

Ҫемьепе пӗрле Сӑваплӑ тӗмсем уҫрӑмӑр, çырать социаллă сетьре Елена Прочаковская.

— Пуҫтарӑнасса тахҫанах пуҫтарӑннӑччӗ, анчах ӗҫ тухмарӗ. Ҫак мӑнастирте хӑйне евӗрлӗ атмосфера. Ячӗ унӑн — Успенский Свято Георгиевски арҫын мӑнастирӗ. Ку Вӑл Пушкӑртстан Республикинчи Благовещенск районĕ. Святые кустики — ку вырӑнӑн авалхи ячӗ. Унччен унта пĕр-пĕринпе явăнса пĕтнĕ виҫӗ хурӑн тата икӗ ҫӳҫе ӳснĕ. Шăпах ҫакăнта, ХIХ ӗмӗр варринче таврари ялсенче пурӑнакансем тӗрлӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине сӑнанă.

Ҫавӑнпа монастырь тунă та. Тӳлевсӗр кĕртеççĕ. Алӑк патӗнче юбкӑсемпе тутӑрсем пур. 18 сехет хыҫҫӑн каймалла мар. Хӑваласа кӑлармаҫҫӗ, анчах храма кĕртмеҫҫӗ. Мӑнастирӗн хӑнӑхнӑ пурнӑҫне чӑрмантарманни аванрах. Канмалли кунсенче службӑна лекме пулать. Тӗлӗнтерет. Ҫапла, сăваплă ҫӑлкуҫ пур, унта шыв илме пулать.

Тĕплĕнрех: https://svyatiekustiki.ru/about/history/

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: