+3 °С
Уҫҫӑнах
Аса илтеретпӗр, паллӑ спортсменка тата телеведущи Ляйсан Утяшева ҫемйипе тӑван Пушкӑртстан çĕрне канма килнӗ.
Республикăра çуралнăскер, Раевка уншӑн вăй илмелли вырӑн тесе шутлать:
— Кунта шыв та тутлӑрах, шӑршӑ та ҫутӑрах пек: утă, кăмăс, ҫуллахи вĕри сывлӑш, — тет Ляйсан Утяшева.
Спортсменка хальхинче вӑл тата унӑн ҫывӑх ҫыннисем Сусактау тӑвне парӑнтарни ҫинчен, ҫавӑн пекех Изге Гали сиплӗ ҫӑлкуҫӗнче пулни ҫинчен каласа панă. Ҫавӑн пекех Ляйсан Утяшева хӑйӗн ывӑлĕн Пушкăртри чи юратнӑ вырӑнĕ ҫинчен пӗлтернӗ:
— Робертӑн кунта хӑйӗн юратнӑ вырӑнӗ пур — аслатиллӗ ҫумӑр хыҫҫӑн чӗрӗ юлнӑ йывӑҫ, — ҫырнă телеведущи.
«МГ» информацийĕпе.