Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Çулçÿрев
5 Августӑн 2021, 15:36

Рустам Набиев блогер Эльбрусри лагерь çинчен каласа панă

Раҫҫейри паллӑ блогер, общественник, казарма ишӗлсе аннӑ чухне икӗ урасӑр тӑрса юлнӑ йӗкӗт, каллех тусене пӑхӑнтарать.  

Рустам Набиев Эльбрусри лагерьти условисем ҫинчен подписчикĕсене хаваспах каласа парать, сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллаштарать.

Мӑшӑрӗпе геройăн хӗрӗсем те унпа пӗрле пулнӑ.

—- Хӗрачасене киле ӑсатрӑм. Вӗсем паян Уфана вӗҫсе каяҫҫӗ, эпӗ юлатăп. Манӑн Эльбрус тăвĕн икӗ тӑррине ҫул пуҫланать кӑна. Халӗ эпир 3900 метр ҫӳллӗш база лагерӗнче. Ҫитес кунсенче эпир акклиматизаци тӑвӑпӑр, ҫӳлте тренировка тӑвӑпӑр. Пӑшӑрханатӑп-и эпӗ? Ҫапла, паллах. Анчах эпӗ хам мӗн тунине, эсир те мана ӗненнине ӗненетӗп. Тавтапуҫ, эсир манпа пӗрле пулнӑшӑн. Пӗтӗм чӗрепе эсир мана пулăшнине туятӑп! – ҫырнӑ блогер.

 «МГ» информацийĕпе.

Рустам Набиев блогер Эльбрусри лагерь çинчен каласа панă
Рустам Набиев блогер Эльбрусри лагерь çинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: