Елена Ганиева Санкт-Петербургра пулни пирки каласа пачĕ.
— Ҫак ҫулла тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланчĕ — Санкт-Петербурга каяс ӗмӗт, нумайӑшӗ ӑна «уҫӑ тӳпе айӗнчи музей» теҫҫӗ. Пирвайхи кунах, ытти туристсем пекех, эпир йӑмӑкпа Дворец площадьне талпӑнтӑмӑр. Ку вӑл Санкт-Петербургри тӗп площадь, унта кайса курман пулсан, хама каçармăттăмччĕ. Площадьри чи илемлӗ ҫуртсенчен пӗри —Патшалӑх Эрмитажӗн музей комплексӗн йышне кӗрекен Хӗллехи дворец. Кунта пӗтӗм кӑмӑлтан картинӑсемпе интерьерсем пӑхса килентĕмĕр. Эрмитаж залӗсем тӑрӑх кунӗ-кунӗпе ҫӳреме пулать, çапах та тĕпĕ-йĕрĕпе ҫаврӑнса тухаймастăн. Ҫавӑн пекех эпир Петербургри хитре хуласенчен пӗрне — Фин заливӗ хӗрринче хӗлхемленсе тӑракан Петербургофа — ҫитсе куртӑмӑр. Кунта эпир вырӑс Версалӗн архитектура шедеврĕсемпе тата фонтанӗсемпе килентĕмĕр, Финн заливĕнче уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр.
Пӗр кунхине эпир Петр саманин — Балтика флочӗн чунне Кронштадта халалларӑмӑр. Эпир хулари паллӑ вырӑнсем тавра ҫаврӑнтӑмӑр, I Петӗр палӑкӗпе Никольский тинĕс соборӗ патӗнче сӑн ӳкрӗмӗр. Санкт-Петербург хӑйӗн илемлӗ ҫурчӗсемпе, соборӗсемпе, храмӗсемпе, тӑкӑрлӑксемпе, кӗперсемпе, пӗчӗк юханшывĕсемпе тата каналсемпе чапа тухнӑ, паллах ӗнтӗ, хулана илем кӳрекенни Нева шывӗ пулса тӑрать. Каҫ пулсан теплоход ҫинче ярӑнса ҫӳренӗ чухне май кӗперсене уçнине тӗлӗнсе куртӑмӑр.
Библиотека ӗҫченӗ пулнӑ май мана Питерти литература вырӑнӗсене кайса курма интереслӗ пулчӗ. Кунта кашни урамăн тенӗ пекех, кашни ҫуртăн пуян истори пур, вĕсем литература произведенийӗсен геройĕсемпе ҫыхӑннӑ. Экскурсовод пире Петербургри чи литература урамӗнче — Горохов урамӗнче экскурси ирттерчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче кунта Гоголь, Тургенев, Герцен пурăннă тата ҫырнӑ. Урам вырӑс классикӑлла произведенисенче, сӑмахран, «Идиот», «Обломов», «Что делать?» хайлавсенче тĕл пулать.
Ун чухнехи ресторан ҫурчӗ ҫине пӑхрамăр, унта ҫынсем калаçма, сӑввисене е хӑйсен произведенийӗсен сыпӑкӗсене вулама пухăннă — М.Горький, А. Куприн, А. Толстой, А. Блок тата С. Городецкий поэтсем. Халӗ ресторан вырӑнĕнче «Старая Вена» отель пур, номерсене кунта вырӑс ҫыравҫисене халалланӑ, ҫавӑн пекех унта литература каҫӗсем иртеҫҫӗ. Аслă Петĕр хулине — Санкт-Петербурга кайса килни ҫулҫӳреврен асран кайми асаилӳсем юлаççĕ.
Карина ПАВЛОВА çырса илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Елена Ганиеван архивĕнчен.