Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Çулçÿрев
12 Августӑн 2021, 15:12

Ыб, Ыба, Ыарга, Ыллымах — мĕне пĕлтерет?

 «Яндекс» Раҫҫейре халӑх пурӑнакан вырӑнсен халиччен пулман ячӗсене тупнӑ: Опухлики, Большая Ржакса та пур иккен.  

Ыб, Ыба, Ыарга, Ыллымах — мĕне пĕлтерет?
Ыб, Ыба, Ыарга, Ыллымах — мĕне пĕлтерет?

 «Яндекс» Раҫҫейре халӑх пурӑнакан вырӑнсен халиччен пулман ячӗсене тупнӑ: Опухлики, Большая Ржакса та пур иккен.

Тӗпчеве «Яндекс. Карты» сервис сотрудникӗсем тата лингвистсем ирттернӗ. Раҫҫейӗн карттисем ҫинче 65 пине яхӑн хӑйне евӗрлӗ ят пур иккен. Урӑхла каласан, вӗсем пӗр хут ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ.

Тӗпчени тепĕр хут вырӑс чӗлхи мӗн тери интереслӗ пулнине ҫирӗплетсе парать. Сӑмах май, халӑх пурӑнакан вырӑнсен хӑш-пӗр ячӗсем питӗ кулӑшла янӑраҫҫӗ. Сӑмахран, уйрӑмах халиччен пулман топонимсенчен Плохотнюки, Чуваки, Тусняки, Опухлики, Большая Ржакса уйӑрма пулать, пӗлтерет. Ura.ru Яндекс пресс-службине ссылкӑпа.

Раҫҫейре Большой Содом, Веселые Рощи, Мутный Материк, Добрые Пчелы, Приятное Свидание, Великие Суки, Густые Тычинки те пур иккен.

«Хуласемле» выляма юратакансемшӗн те интереслӗ информаци пур. Яндекс аналитикĕсем палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршывра 22 пункт пур, вӗсен ячӗсем «ы» саспаллинчен пуҫланаҫҫӗ: Ыб, Ыба, Ыарга, Ыллымах тата ыттисем.

«МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕк çинче:Ыллымах тăрăхĕсем.

Ыб, Ыба, Ыарга, Ыллымах — мĕне пĕлтерет?
Ыб, Ыба, Ыарга, Ыллымах — мĕне пĕлтерет?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: