Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çулçÿрев
7 Ноябрӗн 2021, 10:38

Пӗр пӑши биологи урокне вӑхӑтсӑр вӗҫленӗ

Тискер чӗрчун чӳречене ҫӗмӗрнӗ, каялла тухса каясшӑн пулман.

Пӗр пӑши биологи урокне вӑхӑтсӑр вӗҫленӗПӗр пӑши биологи урокне вӑхӑтсӑр вӗҫленӗ
Пӗр пӑши биологи урокне вӑхӑтсӑр вӗҫленӗ

Шкула пӑши кӗрсе кайнӑран Канадӑри пӗр шкулта биологи урокне вӗҫлеме тивнӗ. Тискер чӗрчун чӳречене ҫӗмӗрнӗ, каялла тухса каясшӑн пулман.

Вырӑнти МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Саскачеван провинцинче пӑшие шкул ҫурчӗ ҫумӗнче ирех асӑрханӑ. Биологи урокӗ пынӑ вӑхӑтра чӗрчун кантӑка чупса пырса ватнӑ та класа кӗрсе тӑнӑ.

Вӗренекенсенчен пӗри кантӑк ванчӑкӗсемпе ҫӑмӑллӑн аманнӑ. Ачасене ҫийӗнчех класран илсе тухнӑ. Хӑй кӑна тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн пӑши мӑнаҫлӑн класс варрине выртнӑ.

Лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Вӗсем пӑшие ҫывӑрттарса янӑ та каялла вӑрмана илсе кайнӑ. «Пӑши ирӗкре, шкул директорӗ патне чӗнессинчен вӑл хӑтӑлнӑ», — Саскачеван полицийӗнче каярах ҫапла пӗлтернӗ.

#пӑтӑрмахсем#шкулсем#Саскачеван#Канада#ачасем#тӗнчере

Пӗр пӑши биологи урокне вӑхӑтсӑр вӗҫленӗ
Пӗр пӑши биологи урокне вӑхӑтсӑр вӗҫленӗ
Автор:
Читайте нас