"Торатау" геопарк территорийӗнче Мендим юханшыв хӗрринче туристсен ҫӗнӗ локацийӗ — "Вӑрманти автобус" тата ҫуран ҫӳремелли маршрут —уҫӑлнă.
Туристсен «Геологический разрез Мендим» ҫуран ҫӳремелли маршрут пилӗк ҫухрӑма яхӑн Мендим юханшывӗ хӗррипе вырнаҫнӑ. Вӑл ту аяккинчи "Вӑрманти автобус" кемпингпа юнашар старт тӑвать те ту урлӑ каҫать.
— Поход вӑхӑтӗнче рельефӑн карстлӑ формисемпе паллашма, палеонтологи тупсӑмне шыраса тупма, флорăпа тата фаунӑпа паллашма пулать. Туристсен маршрутӗнче пушкӑрт тайгине тата Мендим çырмин лайӑх вырăнĕсем уҫӑлаҫҫӗ, -—каласа пачӗ «Выходные с геологом» проект авторӗ тата турмаршрут йĕркелекенĕ Фаниз Ардисламов.
Проекта ПР Туризм патшалăх комитечĕ, туризм тата АНО ЦНПЭКТ "Геопарк Торатау" Федераци агентстви пулӑшнипе хатӗрленӗ. Ку вӑл 2020 ҫулта Федераци туризм агентствин конкурс ҫӗнтерӳҫисен переченьне кӗнӗ тата субсиди илнӗ Пушкӑртстанӑн 17 проекчӗсенчен пĕри.
https://resbash.ru/news