— Пишпÿлекри Ольга Мустафина Сочине кайса килни ҫинчен каласа парать.
— Тӑван-хурӑнташсемпе ҫуралнӑ кунра ӑшӑ та илемлӗ вырӑнта пӗрремӗш хут тӗл пулма шут тытрӑмӑр. Ноябрь уйӑхӗнче Сочие вӗҫрӗмӗр. Ноябрь уйӑхӗнче те ытарма ҫук Кавказ тӑвӗсен, чей плантацийӗсен сӑнӗсемпе тӗлӗнме пулать иккен. Хурма мӗнле ÿснине, киви пиçсе çитсен мĕнле пулнине эпир пӗрремӗш хут куртӑмӑр. Киви пӗтӗм сада хупӑрласа илет иккен, ӑна вӑхӑтра касмасан пахчара ӳсекен мӗнпур ӳсентӑрана пӑвса пӑрахма пултарать.
Эпир самшит ращинче Тиссона ҫитсе куртӑмӑр. Сывлӑш пит килӗшрӗ, сывлама лайӑх! Тинӗсре пулӑ тытни ĕмĕр асăнмалăх юлать. Хаваслансах ставридка тытрăмăр. Пилӗк ҫекӗллӗ спиннинг ҫине темиçе ҫатма ăшаламалăх тытрăмăр. Ҫавӑн пек пулла каяс текенсем валли вӑл хаклӑ марри ҫинчен каласа парӑп. Уҫӑлса ҫӳрени виҫӗ сехетлĕхе ҫын пуçне 1300 тенкӗ тӑрать.
Пире отельтен илсе кайрӗҫ, илсе килчӗҫ, яхта ҫинче тутлӑ пулӑ ӑшаларӗҫ. Пирӗн кӑмӑла ҫӗклекен туйăмсем ҫеҫ юлчӗҫ. Тусем хушшинче чей плантацийӗнче чей ӳснине пӗрремӗш хут куртӑмӑр. Дегустацире шурӑ, сарӑ, симӗс чей сорчӗсене тутанса пӑхнӑ. Питӗ тутлӑ! Чуна уҫса туйӑмсене ирĕке яма, вӑй пухма пурне те унта хӑнӑхнӑ лару-тӑруран канма кӑна мар, хамӑр шухӑшсемпе ӗмӗт татӑлакан ҫӗрте те палӑртма сӗнетӗп. Пурнăçа çакнашкал чаплӑ самантсемпе тултарни ҫав тери илемлӗ.
Карина ПАВЛОВА çырса илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ольга Мустафинан архивĕнчен.