Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
22 Нарӑсӑн 2022, 22:21

Пушкӑртстанра глэмпингсен комплексне хастар тӑвас ӗҫ пырать

Вӑл Мелеуз районӗнче, "Башкирия" наци паркӗн территорийӗнче вырнаҫĕ.

Пушкӑртстанра глэмпингсен комплексне хастар тӑвас ӗҫ пырать
Пушкӑртстанра глэмпингсен комплексне хастар тӑвас ӗҫ пырать

Вӑл Мелеуз районӗнче, "Башкирия" наци паркӗн территорийӗнче вырнаҫĕ.
Пӗтӗмӗшле илсен глэмпинга 3 млн ытла тенкӗ ярĕç. Федераци туризм агентстви 2,5 млн тенкӗ грант уйӑрнӑ, вырӑнти предпринимательсем тата 750 пин тенкӗ хушнă.
Комплекс Нугуш водохранилищи хӗрринче пысӑк та хӑтлӑ ултӑ чатӑртан тӑрĕ. Комплекс уйрӑмлӑхӗ панорамӑллӑ чӳречесем пулӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах глэмпингсенче 36 ҫын вырнаҫӗ.
ПР Патшалӑх комитечӗн туризм енӗпе ӗҫлекен председателӗн тивĕçне пурнăçлакан Ринат Фаткуллин каланă тăрăх, глэмпингсен комплексӗ - "Сердце Башкирии" туристла-рекреаци кластерӗн заявки.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра глэмпингсен комплексне хастар тӑвас ӗҫ пырать
Пушкӑртстанра глэмпингсен комплексне хастар тӑвас ӗҫ пырать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: