Туристсем валли «Рунă çулĕ» маршрут хатĕрлес ĕçе «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ те хутшăнать.
Çавăнпа та вăрманăн хăйĕн рунă палли пулмалла. Ăна суйласси вăраха тăсăлман. Унăн эмблеминче авалхи чăвашсен рунă палли пур, вăл йывăçа, çут çанталăкпа хутшăннине пĕлтерет. «Рунă çулĕ» çавăн пекех Карелие, Комие, Мари тата Мордва Республикисене, Пермь крайне, Ульяновск облаçне, Хакасипе Алтая, Тывана тата Бурятипе Якутие çыхăнтарма тивĕç.
Проекта хутшăнса «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ çулталăк тăршшĕпе этнографи мероприятийĕсем ирттерĕ. Пур турист та чăваш йăли-йĕркин «Пархатар» комплексне çитсе курĕ. Унта вĕсене çулталăк вăхăчĕсене сăнлакан 4 кӳлепене тата 12 уйăха кăтартса паракан скульптурăсен ушкăнĕ кĕтсе илĕ. Ку — фольклор уявĕсем иртекен вырăн. Чăваш тĕнчин этнокультурипе малалла «Аваллăх алăкне уçса» этно-экологи сукмакĕ çинче паллашама пулĕ.
"Хыпар" информацийĕпе.
Shemur.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ