Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çулçÿрев
1 Мартӑн 2022, 11:52

Радий Хабиров: пирӗн икӗ геопарка та аталантарӑпӑр

Кун пирки Республика Пуҫлӑхӗ соцсетьри хӑйӗн страницинче ҫырнă.

Радий Хабиров: пирӗн икӗ геопарка та аталантарӑпӑр
Радий Хабиров: пирӗн икӗ геопарка та аталантарӑпӑр

Кун пирки Республика Пуҫлӑхӗ соцсетьри хӑйӗн страницинче ҫырнă. Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, черетлӗ тӗллев - "Торатау" парк валли ЮНЕСКО геопарк статусне илесси. Паян ЮНЕСКО эксперчĕсемпе мистер Галлоуэй (Ирланди) тата Баррера мистерпа (Испани) ҫак геопарка аталантарас енӗпе тунӑ плансене тӗплӗнрех сӳтсе явнă.
Кӑҫал эпир Торатау шихан тӑррине пусма тума тытӑнатпӑр. Ҫавӑн пекех "Торатау" геопарк территорийӗнче тӗп визит-центр туса хуратпӑр.
Раҫҫейре пӗрремӗш ЮНЕСКО Глобаллӑ сетьне кӗнӗ геопаркра "Янган-Таура" та ĕçсем маллала пыраççĕ.
ЮНЕСКО эксперчӗсем "Торатау" енӗпе кирек мӗнле йышӑну тусан та эпир хамӑрӑн икӗ геопарка та аталантарӑпӑр. Вӗсем туристсене, шкул ачисене, студентсемпе ученӑйсене те, Пушкӑртстанпа Раҫҫейрен кӑна мар, туристсене те илĕртессе шанатӑп.
"МГ" информацийĕпе.

Радий Хабиров: пирӗн икӗ геопарка та аталантарӑпӑр
Радий Хабиров: пирӗн икӗ геопарка та аталантарӑпӑр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: