Кану базине уҫмалли черетлӗ площадкăна ПР Аталанӑвӗн корпорацийĕнче инвесторсене презентациленӗ. Нефтекамск районӗнче вырнаҫнӑ инвестици площадки унччен "У Лукоморья" йӗлтӗр базин пулнӑ. Халӗ локацинче туризм инфратытӑмӗн объекчӗсене вырнаҫтарма та пулать.
Карманово водохранилищин хӗрринче вырнаҫнӑ инвестици площадки виҫӗ гектар йышăнать. Ун таврашӗнче сӑрт-ту йӗлтӗр трассисене тирпейлеме юрӑхлӑ ҫӳллӗ вырӑн вырнаҫнӑ.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстанра бизнеса аталантарма кӑсӑкланакансене инвестици проекчӗ требованийӗсене юрӑхлӑ инвестици площадкине суйласа илме майсем пур. Пулӑшу ӗҫӗсем ҫинчен тӗплӗнрех "Подбoр площадок" Аталану Корпорацийӗн сайтӗнче пӗлме пулать https://kr-rb.ru/services/podbor-ploschadok/.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: urochishe.ru.