+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Хушăлкасем Иван манахӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен уйрӑммӑнах типтерлĕ асӑнаҫҫӗ, ҫӑлкуҫӑн сиплӗ вӑйне ӗненеҫҫӗ.
Иван Петрович Осипов 1863 ҫулта Хушăлка ялӗнче ҫуралнӑ. Турӑ ирӗкӗпе вӑл ҫулҫӳрекен манах пулса тӑнӑ. Вӑл, пӗччен пурӑнма тĕв туса, ту хӑвӑлне чавса кӑларнă та ҫавӑнта пурӑнма пуҫланă. Çынсем ун патне пулăшу ыйтма çÿренĕ, теççĕ. Ҫӗр хӑвӑлӗпе юнашар выртакан ҫӑлкуҫа Иоанн манах ятне панӑ.
Районта пурăнакансенчен çав вырăнта пулман çын та юлман пулĕ. Енчен те эсир унта пулса курман пулсан, кайса килме тăрăшăр. Питĕ интереслĕ те вăй хушакан вырăн унта.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.