Çутă çул
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
17 Майӑн 2022, 13:11

Шкул ачисене республикӑра ҫулҫӳревсем кӗтеҫҫӗ

Турсене 5-9 класс вӗренекенĕсем валли пӑхса хӑварнӑ.

Шкул ачисене республикӑра ҫулҫӳревсем кӗтеҫҫӗ
Шкул ачисене республикӑра ҫулҫӳревсем кӗтеҫҫӗ

Пушкӑртстанра республикӑри шкул ачисемшӗн шалти туризма йӗркелеме тата унпа усӑ курма май пуррине ӳстермелли ҫӗнӗ программа хута ярӗҫ. Кун пирки БСТ эфирĕнче ҫуллахи кану ыйтӑвӗсемпе иртнĕ брифингра ПР предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Рустем Афзалов каласа панӑ.

"Туризм енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви Пушкӑртстан Республикине шкул туризмне аталантарма тӑкаксене софинанслама субсиди парӗ.

Турсене 5-9 класс вӗренекенĕсем валли пӑхса хӑварнӑ, вӗсене кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа яма палӑртнӑ. Ку вӑл тӑван ҫӗршыв тӑрӑх экскурси программисемпе тата хӑтлӑ условисенче пурӑнса ҫӳресси пулӗ", - палӑртнă Рустем Афзалов.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Шкул ачисене республикӑра ҫулҫӳревсем кӗтеҫҫӗ
Шкул ачисене республикӑра ҫулҫӳревсем кӗтеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: