"Манӑн Пушкӑртстанри туристсем валли Самарканда уҫас килет. Пирӗн ҫынсем валли ҫул ҫӳреме — турсем, тӳрӗ рейссем йӗркелеме май туса парӑпӑр. Ҫакӑншӑн тӑрӑшӑпӑр", — тесе ҫырнӑ республика Пуҫлӑхӗ хӑйӗн соцсетьри страницисенче.
Самарканд — хальхи хуласенчен чи авалхи тата тӗнче шайӗнчи туризм центрӗ. Самаркандӑн Архитектурӑпа истори палӑкӗсене ЮНЕСКО Пӗтӗм Тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртнӗ.
"Пирӗн те Пушкӑртстанра хамӑр истори пур. Чишма районӗнче 14-мӗш ӗмӗрти тӗлӗнмелле палӑксем пур, пирӗн те ҫав вырӑнсене хамӑр ҫынсем валли уҫас шухӑш пур. Самарканд опычӗ те, унӑн музей тата истори комплексӗсем те пире питӗ кирлӗ пулаҫҫӗ", — пӗлтернӗ Радий Хабиров.
Аса илтеретпĕр, çак кунсенче Пушкăртстан делегацийĕ Узбекистанра ĕçлĕ çулçÿревре.
«Башинформ» информацийĕпе.