Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
30 Майӑн 2022, 15:48

Пишпÿлек районӗнчи тӗлӗнмелле вырӑнсем

Пирӗн таврара илемлӗ те тӗлӗнмелле вырӑнсем нумай.

Пишпÿлек районӗнчи тӗлӗнмелле вырӑнсем
Пишпÿлек районӗнчи тӗлӗнмелле вырӑнсем

Пирӗн таврара илемлӗ те тӗлӗнмелле вырӑнсем нумай.

Майӑн 28-мӗшӗнче Çирĕклери культура çуртĕнче "Пишпÿлек районӗнчи çичӗ тӗлӗнмелле вырӑнӗ" ятлӑ виртуаллӑ ҫулҫӳрев иртнӗ, унта ачасем пирӗн районти паллӑ вырӑнсем ҫинчен нумай интереслине пӗлнӗ.

Каминке ялӗнчи таса ҫӑлкуҫ ҫинчен калакан интереслӗ легендӑна итленĕ, Ситекпуç ялӗнчи Екатерина кӗперӗ ҫинчен тӗлӗнмелле интереслӗ фактсем пӗлнĕ. Уйрӑмах Çӗнӗ Биктяш тӑрăхĕнчи 200 ҫулхи йӑмра ҫинчен тӗлӗнсе итленĕ. Юлашкинчен ачасене мероприяти ячĕпе "Пишпÿлек районӗн çичĕ тĕлĕнмелле вырăнĕ" буклетсене асӑнмалăх панă.

Виртуаллӑ ҫулҫӳрев ачасене питӗ килӗшнӗ. Вӗсем хӑйсен тӑван ҫӗршывӗ ҫинчен нумай интереслӗ япаласем пӗлнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлек районӗнчи тӗлӗнмелле вырӑнсем
Пишпÿлек районӗнчи тӗлӗнмелле вырӑнсем
Пишпÿлек районӗнчи тӗлӗнмелле вырӑнсем
Пишпÿлек районӗнчи тӗлӗнмелле вырӑнсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: