Пирӗн районта, икӗ ҫулхи тӑхтав хыҫҫӑн, Дема шывӗ тӑрӑх кимĕпе ишме тытӑннă. Старта Набережнăй ялĕнче панӑ, унта 25 ача опытлӑ инструкторсем ертсе пынипе районти тӗп шыв артерийĕ тӑрӑх ҫулҫӳреве тухса кайнӑ. Икӗ кун хушшинче вӗсен "тинӗс ӗҫне" хӑнӑхса ҫитмелле, тӑван район ҫутҫанталӑкне лайӑхрах пӗлмелле, тантӑшӗсен ушкӑнӗнче вӑхӑта кӑсӑкланса ирттермелле. Малтанхи кун ачасем 12 километр ишӗҫ, унтан вӗсем Аитра ҫӗр каҫма чарӑнӗҫ, иккӗмӗш кунне Богобовкӑна - маршрут финишне çитӗҫ.
Кӑҫал ҫулла пӗтӗмӗшле 100 ҫынна пӗрлештерсе тăватă юхтарма палӑртнӑ. Чи малтанах пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ, КДН учетӗнче тӑракан ачасене, тӑлӑх ачасене юхтарассине хутшӑнтарма тӑрӑшмалла. Ҫуллахи приключенисем вӗсемшӗн чӑнласах асра юласса шанатпăр, - çырать социаллă сетьре район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов.
Сăнÿкерчĕкĕсем: социаллă сетьрен.