Июлӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа "Шульган-Таш" музее 6057 ҫын ҫитсе курнӑ, 240 экскурси ирттернӗ, пӗлтерет "Башинформ".
— Музее пыракансен географи самаях анлӑ: вӗсем Пушкӑртстанри хуласемпе районсем, Мускав, Оренбург тата Оренбург облаҫӗсем, Новосибирск, Омск, Курган, Ханты-Манси автономи округӗ, Екатеринбург, Челябинск, Когалым, Сургут, Магнитогорск, Тольятти, Нефтеюганск, Самара, — пӗлтерчӗ "Башинформа" музей директорӗ Фаузиль Маликов. — Иртнӗ эрнере ушкăнра пӗчӗк ачасемлĕ икӗ ҫемье пулчĕ, чи ҫамрӑк ҫын 3 эрне ҫеҫ.
Историпе музей комплексӗ аталаннӑ инфратытӑмлӑ туризм объекчӗ пулса тӑнӑ. Музей экспозицийӗ этемлӗх ҫурални ҫинчен, авалхи ҫынсем ҫинчен каласа парать, ҫӗр хӑвӑлӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ҫутӑ сапать, ҫӗр хӑвӑлӗн сайра тӗл пулакан уникаллĕ искусствипе, легендӑсемпе, авалхи этемсемпе, фаунăпа флорӑн авалхи представителӗсемпе паллаштарать. Чул çинчи живопиҫӗн тӗрӗс копийӗсене лайӑх ҫутатнӑ чухне тӗплӗн пӑхса тухма пулать. Музей комплексӗнче минералсемпе ту породисен коллекцийӗсене, ӳсентӑрансен тата ҫӗр хӑвӑлӗнчи фаунӑн представителӗсене, автор ӳкерчӗкӗсене, архив материалӗсене, ҫӗр хӑвӑлне тӗпчекенсен япалисемпе оборудованийӗсене пухнӑ.
Экскурсисене вырӑсла тата пушкӑртла ирттереҫҫӗ, акӑлчанла аудиогид пур. Музей куллен 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлет. Музейре канмалли кун — тунтикун.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.