Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Çулçÿрев
16 Августӑн 2022, 13:47

Унашкал вырăнсем хăй патне илĕртеççĕ

Пишпÿлекри Марина Сафронова çуллахи çулçÿревсем çинчен каласа пачĕ:  

Унашкал вырăнсем хăй патне илĕртеççĕ
Унашкал вырăнсем хăй патне илĕртеççĕ

Пишпÿлекри Марина Сафронова çуллахи çулçÿревсем çинчен каласа пачĕ:

— Юлашки темиҫе ҫул хушшинче хама пӗлес енӗпе тӗрлӗ практикӑна тишкеретĕп, нумай вӗренетӗп, хам пӗлӗве таврари ырлӑхшӑн пурнӑҫлама тӑрӑшатӑп, ҫавӑнпа манӑн вӑй-хал паракан вырӑнсене ҫитсе курас килетчӗ. Пирӗн тӑрӑхра та лайӑх вырӑнсем чылай. Аркаимра 14 ҫул каярах, сӗм кӗркунне пулнӑччĕ. Пирӗн ушкӑнсӑр пуҫне унта никам та ҫукчĕ. Атмосфера, кăмăл-туйăм, авалхи цивилизаци ҫуралнине туйни мана пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрура пулӑшрӗҫ. Ҫак ҫулсенче городище паллӑ вырӑн пулса тӑчӗ. Фестивальсене ҫӗр чӑмӑрӗн тӗрлӗ кӗтессисенчен пухӑнаҫҫӗ. Манӑн Аркаима ҫулла питӗ каяс килетчӗ. Эпир Этнофестиваль ирттернӗ кунсенче Иван Купала праçникĕнче кайрӑмӑр. Халӗ кунта ҫуртсемпе вагонсем ытларах, сувенир лавккисем вырнаҫнă. Кӑнтӑрла Ӳкӗнӳ, Шаманка, Юрату тусем ҫинче (горы Покаяния, Шаманке, Любви) практикăсем турăм. Халӑх промыслин шедеврӗсем ҫине, вертеп театрӗ ҫине пӑхса савӑнтăмăр. Каҫпа вӑйӑ вылярăмăр, юрӑсем юрларăмăр, кӑвайт урлӑ сикрĕмĕр. Кунта ҫыхӑну ҫук, телефон ĕçлемест, ҫутҫанталӑка курса тӑрассинчен нимӗн те пӑрса ямасть, хӑвна итлеме кансӗрлемест. Вӑхӑт та вӑрах шунă пек туйăнать.

Ман аталанушӑн тата тепӗр пысӑк çулçÿрев — Иремель ҫине хӑпарни пулса тăчĕ. Авалхи чĕлхерен куҫарсан Иремель "ҫынна вӑй паракан вырӑн" тенине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та кунта нумайӑшӗ чи ырӑ ӗмӗтсене пӗлме килеҫҫӗ. Анчах ту тӑррине хӑпарма ҫӑмӑлах мар. Малтан буханкӑра ланкашкасем тӑрӑх силленсе пымалла, унтан сукмакпа ҫич—сакӑр километр ту тӑрринелле утмалла. Ҫутҫанталӑк хӑйӗн чапӗпе, хӑвачӗпе, мăнаçлăхĕпе тӗлӗнтерет. Тӑвалла хӑпарма ҫӑмӑлах мар, анчах чи йывӑр участок — чӑнкӑ вырӑн. Ҫавӑнта вӑранаҫҫӗ те ӗнтӗ шалта пытаннӑ хӑранисемпе иккӗленӳсем. Ҫав хушӑрах вӗсем туйӑмпа тухаҫҫӗ: хӑсас килет, пуҫ ҫаврӑнать, тахӑшӗн варвитти пуçланать. "Кирлӗ-ши ку мана? Каялла ҫаврӑнса таврӑнмалла мар-ши?". Ҫапах та эсӗ хăвна ху ҫӗнтерсе ту тӑррине хӑпарсан, мӗн тери савӑнатӑн. Кун пек вырӑнсем каллех илӗртеҫҫӗ, кунта таврӑнас килет. Вăхăт иртнĕçем пирĕн хамӑр шухӑшлав, кӑмӑл улшăнать вĕт.

Карина ИВАНОВА çырса илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Марина Сафронова.

 

Унашкал вырăнсем хăй патне илĕртеççĕ
Унашкал вырăнсем хăй патне илĕртеççĕ
Унашкал вырăнсем хăй патне илĕртеççĕ
Унашкал вырăнсем хăй патне илĕртеççĕ
Унашкал вырăнсем хăй патне илĕртеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: