Çутă çул
0 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çулçÿрев
17 Августӑн 2022, 13:25

Аван-и, Мускав!

Çĕр хут илтиччен пĕрре кайса курни лайăхрах.

Аван-и, Мускав!
Аван-и, Мускав!

Надежда Сидорова:

— Пӗтӗм ҫемйепе Раççей тӗп хулинче канатпӑр. Кӗтмен ҫӗртен Мускава билетсем илме шут тытрăмăр. Пирӗн плансенче тӗрлӗ музейсене кайса курасси, паллӑ вырӑнсемпе паллашасси. Халӗ эпир Хӗрлӗ площадьре, Мускаври зоопаркра, планетарие ҫитсе куртăмăр. Туйӑмсем тинӗс пек нумай, ачасене питӗ килӗшет.

Çĕрлехи Мускав уйрăмах чаплă. Поклоннăй ту çинчи Çентерÿ паркне куртăмăр, унта фонтансен чи пысăк комплексне тунă. Пăхмалли площадкăран Мускав-сити çине пăхса килентĕмĕр. Çапах та чи хăватлă та чуна çÿçентерекен туйăмсем РФ Хĕçпăшаллă Вăйсен «Патриот» çарпа патриот культурăпа кану паркне пулса курни хăварчĕ.

Карина ИВАНОВА çырса илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Надежда Сидорова.

Аван-и, Мускав!
Аван-и, Мускав!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: