Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
8 Сентябрӗн 2022, 18:20

Çул-йĕр правилисене пӑхӑнсан, инкеке лекместĕн

Мероприяти ларӑвӗнче ачасем ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалла тесе пĕтĕмлетÿ тунă, мӗншӗн тесен ҫав правилӑсем вĕсен пурнӑҫне упраҫҫӗ.

Çул-йĕр правилисене пӑхӑнсан, инкеке лекместĕн
Çул-йĕр правилисене пӑхӑнсан, инкеке лекместĕн

Сентябрӗн 7-мӗшӗнче "Ҫамрӑк книголюб" вулав клубӗнче " ПДД пӑхӑнсан инкеке лекместĕн!" пӗлӳпе-вӑйӑ программи иртнĕ. Урокӑн пӗрремӗш пайӗнче ачасем ҫул ҫинчи паллӑсемпе ҫул-йӗр правилисем ҫинчен, правилӑсене мӗншӗн пӗлмелле тата пӑхӑнмалла пулни ҫинчен библиотекарь каласа панине тимлӗн итленĕ. Малалла вӗсем юмах тупсӑмне тупнă, "Автомульти" викторина ыйтӑвӗсене ответленĕ, "Паллӑсем ÿкерсе пар" тата "Юрать - Юрамасть" вӑйӑсем вылянă. Мероприятин иккӗмӗш пайӗнче "Пирӗн шанчӑклӑ тус" мастер-класс ирттернĕ. Ачасем тӗрлӗ тӗслӗ хутран светофор тунă. Ҫул-йӗр чечекӗсен пӗлтерӗшне аса илнĕ те ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп правилисем ҫинчен пӗлнĕ. Мероприяти ларӑвӗнче ачасем ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалла тесе пĕтĕмлетÿ тунă, мӗншӗн тесен ҫав правилӑсем вĕсен пурнӑҫне упраҫҫӗ.
#ПДДДетям
#БезопасностьДетей
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Çул-йĕр правилисене пӑхӑнсан, инкеке лекместĕн
Çул-йĕр правилисене пӑхӑнсан, инкеке лекместĕн
Çул-йĕр правилисене пӑхӑнсан, инкеке лекместĕн
Çул-йĕр правилисене пӑхӑнсан, инкеке лекместĕн
Çул-йĕр правилисене пӑхӑнсан, инкеке лекместĕн
Çул-йĕр правилисене пӑхӑнсан, инкеке лекместĕн
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: