Çутă çул
0 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çулçÿрев
14 Кӑрлач 2023, 13:25

Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче Пушкӑрт вокзалӗсенчен ҫулҫӳреве 600 ытла турист кайнӑ

Мускавра вара ҫӗршывӑн тӗп Раштав ярмӑрккинче пулнӑ, Раҫҫей тӗп хулинчи ҫӗнӗ ҫулӑн паллӑ вырӑнӗсене курнӑ.

Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче Пушкӑрт вокзалӗсенчен ҫулҫӳреве 600 ытла турист кайнӑ
Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче Пушкӑрт вокзалӗсенчен ҫулҫӳреве 600 ытла турист кайнӑ


Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче Куйбышев магистралӗнчи вокзалсемпе станцисенчен туристсен поезчӗсемпе ҫул ҫӳреме 600 ытла турист тухса кайнӑ.
Самара – Саранск – Мускав икӗ хутлӑ турист поезчӗ пассажирсене пӗр тур шайӗнче икӗ столицӑри паллӑ вырӑнсемпе паллашма ирӗк панӑ. Саранскра туристсем Мӑкшӑ патшалӑх оперӑпа балет театрне, сӑнарлӑ искусство музейне курма пултарнӑ, Мускавра вара ҫӗршывӑн тӗп Раштав ярмӑрккинче пулнӑ, Раҫҫей тӗп хулинчи ҫӗнӗ ҫулӑн паллӑ вырӑнӗсене курнӑ.
Асӑннӑ маршрутсем паллӑ пулнине шута илсе Куйбышеври "ФПК" АО филиалӗ курсировани географине анлӑлатас тата туристла поездсене малалла лартас енӗпе малалла ӗҫлет, тесе пӗлтернӗ компанин пресс-службинче.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче Пушкӑрт вокзалӗсенчен ҫулҫӳреве 600 ытла турист кайнӑ
Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче Пушкӑрт вокзалӗсенчен ҫулҫӳреве 600 ытла турист кайнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: