Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
26 Кӑрлач , 11:47

Пушкӑрт территорийӗнче тата 40 ытла ҫӗнӗ турист объекчӗ пулӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт территорийӗнче тата 40 ытла ҫӗнӗ турист объекчӗ пулӗ
Пушкӑрт территорийӗнче тата 40 ытла ҫӗнӗ турист объекчӗ пулӗ

#наци проекчĕ
"Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ" нацпроект Пушкӑртстанра кӑҫал 564 турист объекчӗ тума пулӑшӗ, - пӗлтернӗ регион Предпринимательлӗх тата туризм министерствинче.
- Халӗ лайӑх кану йӗркелеме инҫете кайма кирлӗ мар. Регион предпринимателӗсем хула хӗвӗшӗвӗнчен аякра ҫулталӑкӗпех хӑтлӑ кану валли мӗнпур условисем йӗркелеҫҫӗ. Капиталлӑ мар модульлӗ ҫурт-йӗрсене кӑҫал та субсидилес ӗҫе малалла тӑсӑпӑр, - палӑртнă Рустем Афзалов, ПР предпринимательлӗх тата туризм министрӗ.
"Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ" наци проекчӗ Раҫҫей тӑрӑх 2030 ҫул тӗлне 140 млн ҫулҫӳревсен йышне ӳстерме, ҫавӑн пекех туризм отраслӗн мультипликативлӑхӗ тӗлӗшпе ҫӗршывра экономика ӳсӗмне тивӗҫтерме палӑртать. Нацпроект Раҫҫей тӑрӑх меллӗ, хӑрушсӑр тата интереслӗ ҫулҫӳревсем тума пулӑшӗ. Наци проекчӗсене РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑннипе 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ.

https://bash.news/news/217712-bolee-40-novyx-turisticeskix-obieektov-poiavitsia-na-territorii-baskirii

 

 

 

Пушкӑрт территорийӗнче тата 40 ытла ҫӗнӗ турист объекчӗ пулӗ
Пушкӑрт территорийӗнче тата 40 ытла ҫӗнӗ турист объекчӗ пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: