Августӑн 15-мӗшӗнче, Баймак районӗнче иртекен "Пушкӑрт лаши" фестивальте туризмпа предпринимательлӗх министрӗ Зухра Гордиенко "Ирандык" туризмпа рекреаци кластерӗн проектне тӑратнӑ.
Йӗркеленекен кластер Баймакпа Абзелил районĕсене кӗртет, ҫавӑн пекех Зауральери ытти районсене ҫул хывать. Ку вӑл утлӑ туризм кластерӗ пулать. Официаллă даннăйсем тăрăх, Баймак районӗнче кӑна 15 пин лаша, официаллӑ мар 25 пин лаша шутланать.
Кластер пасара хутшӑнакансене — лашасен, хӑмӑр мастерскойсен хуҫисене, наци кухнин авторӗсене, лаша-спорт тата туризм центрӗсене пӗрлештерет. Ҫапла вара вӑл инвестицисене явӑҫтарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме тата туристсен хушма юхӑмне йӗркелеме пулӑшать.
Кластер археологи палӑкӗсен пысӑк йышӗ вырнаҫнӑ пĕр ятлă заповеднике шута илсе, Ирандык тӑвӗн кӑнтӑр, тĕп тата ҫурҫӗр пайне сарӑлать.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Александр Данилов.