Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çулçÿрев
12 Сентябрӗн , 12:10

"Башкирское долголетие "Туризм": пенсире пурнӑҫ тин ҫеҫ пуҫланать

  Пишпÿлек районӗнчи пенсионерсем "Башкирское долголетие" проекта пула каллех республика тăрăх тӳлевсӗр ҫулҫӳреве тухнă.

51 ҫынран тӑракан туслӑ та пысӑк компани хӑтлӑ автобус ҫине тиеннӗ те экскурсие кайнă. Ку хутӗнче аслӑ ӑру турисчӗсем Чишма районӗнчи Еврази музейӗн куҫса ҫӳрекен цивилизацисен визит-центрӗнче пулнӑ, унта Тура-хан мавзолейӗ патне ҫуран ҫитнӗ, малалла вӗсем пирӗн республикӑн тӗп хули тӑрӑх паллашу экскурсие кайнӑ.
Усак-Кичури Светлана Салаватовна Фазуллина программӑна хутшӑнакансенчен пӗри асран кайми ҫулçÿрев ҫинчен уҫҫӑн каласа пачĕ.
— Эпир упӑшкапа "Башкирское долголетие" программӑна хутшӑнтӑмӑр. Ҫулçÿрев питӗ килӗшрӗ. Нумаях пулмасть уҫӑлнӑ "Тура-хан" визит-центрӗнче пулса куртӑмӑр. Вӑл федераци пӗлтерӗшлӗ архитектура палӑкӗн статусне илнĕ. Эпир мӑшӑрпа унта питӗ каясшӑнччӗ, программӑна пула эпир ҫак уйрӑм объекта ҫитсе курма пултартӑмӑр. Унта чухне сывлӑш пӳлӗнет. Унтан эпир Уфана кайрӑмӑр, Совет площадӗнче пултӑмӑр, М.М. Шаймуратов генерал-майорӑн ансамбль-палӑкӗпе паллашрӑмӑр та Уфан историллӗ пайĕпе экскурсие хутшӑнтӑмӑр. Тулăх программӑшӑн йĕркелÿçĕсене пысӑк тав. "Башкирское долголетие" проекта пула пирӗн республикӑра ҫул ҫӳреме май пулнишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Пенсире пурнӑҫ тин пуҫланать вӗт-ха, ан тив, вӑл тулли савӑнӑҫпа ҫутӑ туйӑмсемпе тултӑр, - палӑртать Светлана Салаватовна.
Асра юлакан самантсенчен пӗри Шуратӑл шывӗ тӑрӑх теплоходпа ярӑнса ҫӳрени программӑна вӗҫлени пулнă. Каҫ пуласпа пирӗн туристсем ывӑннӑ пулин те киле кӑмӑллӑн таврӑннă. Ҫула май ҫулҫӳреве хутшӑнакансем питӗ хытӑ сӳтсе явнă. Ҫак пысӑках мар, анчах интереслӗ ҫул пенсионерсене ҫутӑ та асран кайми сӑрсемпе нумайлӑха асра юлӗ.
Аса илтеретпӗр, "Башкирское долголетие" программӑна Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуҫарнӑ. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекта пула пенсионерсем тӑван тӑрӑхри пӗр кунлӑх тӳлевсӗр тура кайма пултараҫҫӗ. "Пенсире те пирӗн аслӑ ӑру представителӗсем активлӑ, интереслӗ, тулли пурӑнни пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Эпир вӗсене хамӑрӑн интереслӗ те уйрӑм республикӑна кӑтартасшӑн,- ӑнлантарнă республика Пуҫлӑхӗ. — Час-часах ҫапла пулать: ҫын ҫуралнӑ та ӗмӗр тӑршшӗпех пӗр районта ӗҫленӗ. Командировкӑна тата ытти регионсене канма кайнӑ, Пушкӑртстан тӑрӑх ҫӳресе те курман. Кирлех те пулман, тата мӗншӗн, çавăнпа эпӗ ҫакна питӗ тӗрӗс мар тесе шутлатӑп. Пирӗн интереслӗ вырӑнсем туллиех. Ҫавӑнпа та эпир "Башкирское долголетие" программӑна малалла та аталантаратпӑр".
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Светлана Фазуллинан архивӗнчен.
 
"Башкирское долголетие "Туризм": пенсире пурнӑҫ тин ҫеҫ пуҫланать
"Башкирское долголетие "Туризм": пенсире пурнӑҫ тин ҫеҫ пуҫланать
"Башкирское долголетие "Туризм": пенсире пурнӑҫ тин ҫеҫ пуҫланать
"Башкирское долголетие "Туризм": пенсире пурнӑҫ тин ҫеҫ пуҫланать
"Башкирское долголетие "Туризм": пенсире пурнӑҫ тин ҫеҫ пуҫланать
Елена Ивановна АНДРЕЕВА, районти ветерансен Совечӗн председателӗн заместителӗ: — Ку питӗ лайӑх программа, аслӑ ӑру представителӗсене питӗ кирлӗ! Пенсионер пулнӑ май, эпӗ те асӑннӑ программӑпа ҫуллен тата туллин усӑ курма тӑрӑшатӑп. Ӑна пула Санкт-Петербургра, Краснусольскра, Торатаура пултӑм. Ветерансене "Башкирское долголетие" программӑна епле пулсан та хутшӑнма чӗнетӗп.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: