Ставрополь крайне нумай кунлӑх ҫулҫӳреврен пирӗн ачасем, пирӗн ентеше Игорь Николаева асӑнса Кавказри Минеральные воды хулана кайнӑскерсем, таврӑннă. Ҫак ҫулҫӳрев Железноводскри ӳнерпе строительство техникумӗпе пӗрле ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве пурнӑҫа кӗртнӗ май пулнă. Ачасем питӗ лайӑх каннă, ҫутӑ туйӑмсем пухнă, ҫӗнӗ паллашусем пуҫарнă, вӗсем валли вырӑнти паллӑ вырӑнсене ҫитсе пуян программа йӗркеленĕ. Уйрӑмах гварди аслӑ лейтенанта Игорь Николаева халалласа лартнӑ часовня пирӗн делегаци килсе кайнине, унӑн ятне полкри ҫынсем типтерлӗ упранине палӑртас килет. Ҫакӑн ҫинчен ҫамрӑк ҫулҫӳревҫӗсем хӑйсем тата вӗсене ӑсатакан вӗрентекенсем тӗл пулсан каласа панă. Вӗсемшӗн питӗ савӑнатпӑр. Ҫак ҫулҫӳрев пирӗн ачасемшӗн нумайлӑха асра юласса шанса тӑратпӑр. Паллах ĕнтӗ, Железноводск техникумӗн директорне Васин Юрий Александровича тата пирӗн Железноводскри туссене тараватлӑхшӑн уйрӑм тавтапуç! Халӗ вĕсене хамӑр пата хӑнана кӗтеççĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.