

«Все для Победы — Бижбуляк» АНО волонтерӗсем Кавказра пулса курнӑ.
Волонтерсем яланах хусканура, тӑрӑшура, пулӑшура пулнине хӑнӑхнӑ эпир. Анчах чи сӳрӗк мар кăмăллисен те «ҫӗнӗрен ӗҫлеме» вӑхӑт пулмалла. Эпир вара Кавказа канма кайса килсе ҫӗнӗрен ӗҫлеме шутларӑмӑр — хӗвел, тусем, минераллӑ шыв, шӑплӑх илме тата, паллах, гуманитари тиевне илтӗмӗр, ăна Ессентуки хулинчи волонтерсене ҫар ҫыннисене малалла СВО иртекен зонӑна ӑсатма патăмăр, ҫав шутра пирӗн «Судан» позывнойлă ентеш валли те.
Мӗн те пулин ҫӗннине, пӗлменнине пӗлни яланах интереслӗ. Ҫакӑн пек пӗлтерӳ вара пирӗншӗн Калмӑк пулчӗ, унӑн тӳремлӗхӗсенче тӗвесен кӗтӗвӗ тӗл пулчӗ. Ҫавӑн пекех вӗҫӗ-хӗррисӗр симӗс уйсене, уй-хирте хăйсем тĕллĕн ÿсекен темӗн чухлӗ тюльпан курма телей пулчӗ.
Пирӗн ҫулҫӳрев Карачай-Черкесири Анӑҫ Кавказри ту районӗнче малалла тӑсӑлчӗ, унта эпир Ҫӑлакан Христосӑн алӑпа туман сӑнне курас тесе Мицешта ту хысакӗ ҫине ҫирӗплетнӗ 526 картлашкапа хӑпартӑмӑр.
Ҫӳлте хӑранине ҫӗнтерсе пирӗн ушкӑн хӑйне евӗрлӗ Архыз тӑвӗ ҫине кайрӗ. Ҫурҫӗр тайлӑмӗ пирӗн волонтерсене тинӗс шайӗнчен 2500 метр ҫӳллӗшне парӑнтарчĕ. Ҫӳле, хӗвелпе пӗлӗтсем ҫывӑхнерех хӑпарса, опытлӑ вӗрентекен Марина Сафронова ертсе пынипе волонтерсем хӑйсен мӗнпур пӑшӑрханӑвӗпе тӑрӑшулӑхне сирсе медитаци ирттерчӗҫ. Архыз тӑрринче горизонт тӑршшӗпе юрпа витӗннӗ ту хырҫисем курӑнаҫҫӗ, кунта вӑхӑт хулленленет, шалалла пӑхма, ҫӗнӗ тӗллевсем валли вӑй тупма, кӑкӑр тулли сывлама самант тупӑнать. СВОна хутшӑнакансен амӑшӗсемпе арӑмӗсен куҫҫульпе тулнӑ куҫӗсене курса эпир пӗрлехи пӗрлӗх мӗн тери кирлине ӑнланатпӑр.
Пирӗн ҫулҫӳрев Пыллӑ шыв сиккисенче малалла тӑсӑлчӗ. Ҫак вырӑнта ҫутҫанталӑкӑн чӑн-чӑн энергийӗ сисӗнет. Чулсем ҫинче тӑратӑн, 50 метр ытла ҫӳллӗшӗнчен юхакан хӑватлӑ шыв юхӑмӗсем ҫине пӑхатӑн та, пур шухӑш та аяккалла каять. Пӗр уйӑхлăха маларах авӑрлантӑм кунта!
Каҫхине вара пирӗн командӑна Кисловодск хули кӗтсе илчӗ, унта пире мультфильм геройӗ — Чебурашка тата «Юрлакан фонтансем» кӗтсе илчӗҫ. Малалла çулҫӳрев Пятигорск хулинче тӑсӑлчӗ. Чечек пахчисен сӑррисен алхасӑвне путнă парксем тӑрӑх васкамасӑр уҫӑлса ҫӳрени Лермонтов вырӑнӗсем тӑрӑх ҫӳрессипе улшӑнчӗ. «Провал» ҫутҫанталӑк паркӗнчен пуҫласа вырӑссен аслӑ поэчӗн М.Ю. Лермонтовăн дуэль пулнӑ вырӑна ҫитиччен волонтерсем мӗн курнинчен хӑйне евӗрлӗ туйӑмсем илчӗҫ. Ҫӳллĕшрен хӑранине ҫӗнтерсе Машук тӑвӗ ҫине хӑпараттӑмӑр.
Анчах кансан та эпир хамӑр пулса юлатпӑр. Каҫхине пире Ессентуки хулинчи Анна волонтерпа тӗлпулу кӗтрӗ. Гуманитари тиевне тиесе юлташӗсемпе хутшӑннинчен темӗн чухлӗ туйӑм илтӗмӗр.
«Кавказ» тесен пуҫра тӳрех тусем, сывлӑш тата тараватлӑх пулать. Анчах уйрӑммӑн палăртас килекен вырӑн пур - вӑл Грозный хула. Кунта пире чи ҫывӑх та тӑван ҫынсем пек кӗтсе илчӗҫ. Грозный вӑл - хула ишӗлчӗксенчен ҫӗкленсе Раҫҫейре чи илемлисенчен, хӑрушлӑхсӑррисенчен пӗри пулса тӑни ҫинчен калакан истори.
Пире хула администрацийӗн представителӗ тата тӗп хулапа паллаштарнӑ Марсель гид кӗтсе илчӗ. Пур ҫӗрте те ҫын ӑшшипе тӑрӑшӑвӗ, ҫавӑн пекех тӗлӗнмелле тараватлӑх сисӗнет, мӗншӗн тесен экскурсисене пурне те кӗтсе илекен ен йӗркеленӗ.
Кунта, тӗп тӳремре, тӗнчери чи паллакан мечӗтсенчен пӗри — «Чечня чӗри» мечет ҫӗкленсе тӑрать. Мечĕте хамăр куçпа курсан сывлама чарӑнатăн. Ку архитектура шедеврӗ кӑна мар, вӑл чӗрӗлӳ, ӗненӳ тата пӗрлӗх символӗ. Юнашар вара сакура чечекленекен илемлӗ сад лартнӑ.
А.А. Кадыров ячĕллĕ Мемориал мухтав комплексӗ — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче чечен халӑхӗн паттӑрлӑхне тата Чечня Республикин пӗрремӗш президентне, Раҫҫей Геройне Ахмад-Хаджи Абдулхамидович Кадырова асра тытакан мӑнаҫлӑх.
Хӑйӗн монументлӑхӗпе «Грозный-Сити» комплекс — туҫи республика варринчи тӳпе ҫурчӗсем тӗлӗнтереҫҫӗ. Комплексӑн пӑхмалли площадки ҫине 31 хут шайне хӑпарсан пӗтӗм хулана алă тупанӗ ҫинчи пек куратăн.
Каҫхине, каҫхи хулан темӗн чухлӗ ҫути айӗнче, тепӗр «тӗлӗнтермӗшпе» — «Тӳпене хӑпармалли пусма» пӑхмалли площадкӑпа паллашма кайрăмăр, вӑл никама та сӳрӗк хӑвармасть. Пусма тӑрринче ҫӗрлехи Грозный ҫине пӑхса тӑрсан, чуна тулса ҫитнӗ туйӑмсемпе чун-чĕрене ҫавӑрса илет. Унта эсӗ ҫеҫ, ҫӑлтӑрсем, каҫхи хула.
Республикӑри ҫынсем лӑпкӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, ту ҫинчи ҫынсен тивӗҫлӗхӗпе палăрса тăраççĕ, кирек мӗнле лару-тӑрура та пулăшма хатӗр.
Кавказ пире тӑван пек йышӑнчӗ. Эпир вара каллех пулӑшу кирлӗ ҫӗрте пулма ҫӗнӗ вӑйпа, ҫӗнӗ шухӑшсемпе таврӑнтӑмӑр. Канни те пӗлтерӗшлӗ. Эпир ҫакна кӑтартса патӑмӑр.
Алевтина ВАСИЛЬЕВА, «Все для Победы — Бижбуляк» АНО ертӳҫи.