

Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкул ҫумӗнчи «Туслӑх асамат кӗперӗ» лагерь ачисем автобуспа Пишпÿлек районӗнчи чи интереслӗ вырӑнсенчен пӗрне Усак-Кичу çывăхĕнчи шыв сикки патне кайнӑ. Хаваслӑ пынă, юрӑсем юрланă, автобус чӳречесенче е ромашкӑллӑ уй, е раща, е ялсем мӗлтлетнĕ. Шыв сикки хӑйӗн илемлӗ юррипе кӗтсе илнӗ. Ачасем пӗр ҫырмаран тепӗр ҫырмана чупнă, пӗр-пӗрне хаваслӑ шывпа сирпӗтнĕ, юрать-ха, ҫанталӑк ирӗк панă. Питӗ ӑшӑ пулнă. Вӑй пухса шыв сиккипе вӑрмана тав туса ачасем лагере апатланма кӑмӑллӑ тухса кайнă. Урра! Ҫут ҫанталӑка! Лагере!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587